11 июня 2010 г.
МАСАР çине кайса вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кунсем иртсе кайрĕç. Ял çыннисем çак асăнмалли кунччен чылай маларах масар çинче тирпей-илем турĕç, тĕрлĕрен çÿп-çапа тасатрĕç. Акă Шăмăршăри масар çинче чĕрĕ чечексем нумай лартрĕç, хĕрессемпе палăксене сăрларĕç.
Паллах, кашни çын хăйĕн тăванĕсен вил тăприйĕсене тирпейлеме тăрăшать. Çав вăхăтрах масар çинче тăлăххăн ларакан, нумайранпа тирпейлемен вил тăприсем те пур. Ахăртнех, çывăх çыннисемпе тăванĕсем çук пулĕ. Ман шутпа, ял поселенийĕн администрацийĕн субботник йĕркелемелле, тирпейсĕр вил тăприсем ял ятне янине манас марччĕ.
Кашни ялтах тĕрлĕ вăрçăсенче вилнисене асăнса хĕрессем лартнă. Темиçе çул каялла лартнисем çĕрĕшсе йăваннă ĕнтĕ, шыраса тупма та йывăр. Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ вăрçăран таврăнайманнисене асăнса масар çинче палăк лартнине ырламалла кăна. Ял çыннисем палăк патне пырса вилнĕ тăванĕсене асăнма пултараççĕ.
Масар çинчи йĕркелĕхпе тирпейлĕх çулталăкĕпех упрантăрччĕ, вил тăприсем çинче армак-чармак йывăçсем мар, илемлĕ чечексем ешерччĕр.