Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи – чи çывăххи...

11 июня 2010 г.

КАШНИ халăхăн – хăйĕн йăли-йĕрки, чĕлхи. Кашни халăх чĕлхи – унпа калаçакансемшĕн чи лайăххи, чи çепĕççи, чи хакли. Чăваш чĕлхи – пирĕн тĕп несĕлĕмĕрсенчен ламран лама куçнă. Унпа пирĕн асатте-асаннесем, атте-аннесем калаçса ÿснĕ, пире те ăна юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ.

Мĕн шутлаççĕ-ха чăваш чĕлхи пирки Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем; Вĕсен шухăш-кăмăлĕпе пирĕн обществăлла корреспондент интересленнĕ.

А.Тихонова,

8 "б" класра вĕренекен:

– Эпĕ – чăваш хĕр ачи. Чăваш çĕрĕ, чăвашлăх маншăн ĕмĕрĕпех хаклă. Тÿрех калатăп: пирĕнни пек пуян, çемçе чĕлхе нихăш халăхăн та çук пулĕ. Тăван чăваш сăвви-юррисем епле илемлĕн янăраççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Ахальтен мар чăвашсен çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă. Тăван чĕлхемĕр – иксĕлми пуянлăх. Ахальтен мар çĕршер те çĕршер сăмах Ашмаринăн "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки" ятлă нумай томлă словарьне яланлăхах кĕрсе юлнă. Чăваш чĕлхи мухтавлă ентешĕмĕре – Андриян Николаева космоса икĕ хутчен вĕçме хăват панă.

И.Петрова,

8 "б" класра вĕренекен:

– Чăваш Республикинче çуралнă эпĕ. Тăван чĕлхем – атте-анне пилленĕ чăваш чĕлхи. Тĕрлĕ халăх çыннисен калаçăвне илтме тÿрĕ килнĕ мана. Танлаштарса пăхатăн та, пирĕнни пек çемçе, ачаш чĕлхе никамăн та çук. Çын пулма, пурнăçа юратма вĕрентет. Хисеплетĕп эпĕ тăван чĕлхене, ăна нихăçан та манмăп. Хамăрăн чĕлхерен писсе "вырăсланнă" чăвашсемшĕн вара пит хĕрелет. Тăван чĕлхене сутма пултаракан çынсем ашшĕ-амăшне те, Тăван çĕршыва та сутма пултараççĕ.

Э.Басырова,

9 "а" класра вĕренекен:

– Чăваш чĕлхи пирки эпĕ те тантăшсем пекех шутлатăп. Чăнах та, эпĕ хам – тутар хĕр ачи. Апла пулин те чăваш чĕлхине хисеплетĕп, юрататăп. Пĕчĕкрен чăвашсем хушшинче выляса-кулса ÿснĕрен, вĕсен ачисемпе пĕрле вĕреннĕрен, чăвашла ирĕккĕнех калаçатăп. Чăваш тата тутар чĕлхисенче пĕр евĕрлĕрех сăмахсем те чылай.

Писмелле мар, йĕрĕнмелле мар тăван чĕлхерен, ăна юратма, хисеплеме пĕлмелле.

З.Козлова,

8 "в" класра вĕренекен:

– Çĕр çинче чăваш пулса çуралтăн пулсан, чăвашах пулса юлмалла, чăваш пулнишĕн вăтанмалла мар. Чăваш чĕлхи – вутра çунми, шывра путми, çĕрте çĕрми хăватлă чĕлхе. Чăвашлăха тĕнче шайне çĕклеме пултарнă çĕршер те çĕршер чăваш çак чĕлхене ăша хывса ÿснĕ. Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем те хăйсен чĕлхине упрама тăрăшаççĕ. Чăваш чĕлхи монгол-тутарсен пусмăрĕнче те сыхланса юлнă, ăна патша самани те тĕп тăвайман. Ирĕксĕрех пĕр сăвăç калани аса килет: "Эп чăваш пулса çуралнă, чăвашах пулса юлап".

М.Эметбаева,

8 "б" класра вĕренекен:

– Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, темиçе чĕлхе – темиçе ăс, теççĕ. Маншăн, тутар хĕр ачи пулнăран, хамăн тăван чĕлхе хаклăрах. Çав вăхăтрах чăваш чĕлхи те çывăх. Ытарайми çепĕç, ачаш та хитре чĕлхе! Ăна лайăх пĕлни мана малашнехи пурнăçра нумай пулăшасса шанатăп: мĕншĕн тесен эпĕ Чăваш Республикинче, чăвашсем хушшинче пурăнатăп. Тантăшсем хушшинче чăваш хĕр ачисем те йышлă. Вĕсем хăйсен тăван чĕлхине юратни, хисеплени чăннипех те савăнтарать. Тутар чĕлхи пекех, чăвашсем пур чухне чăваш чĕлхи те пĕтес çук!

О.Кадеева,

8 "в" класра вĕренекен:

– Чăваш пулнишĕн савăнатăп, мăнаçланатăп. Тăван чĕлхене нихăçан та манас çук: вăл мана пурнăç панă, пуласлăхăм та унран нумай килет. Чĕлхене ылтăн-кĕмĕлпе те, ытти пуянлăхпа та танлаштараймăн – вăр пĕртен-пĕр хăватлă чĕлхе. Ун пекки урăх çук, пулмĕ те. Пурăн, тата та илемлен, пуянлан, чĕлхем. Пире пурăнма хавхалантар, вăй-хал парса тăр. Халăх пулсан, чĕлхе те пĕтмест!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика