09 июня 2010 г.
ÇУЛЛАХИ ир. Ялта кĕтÿ хăваламан-ха, ирхи сăвăм вĕçленсе пынă май сăмсана тин сунă ăшă сĕт шăрши кăтăклать.
Акă урампа УАЗ автомашина килни курăнчĕ. Кабинăран хавас сăн-питлĕ, утмăлалла çывхарса пыракан арçын тухрĕ те уçă сассипе çапла кăшкăрчĕ:
– Эй, инкесем, йăмăксем, ăçта тулли витресем;
– Халех, халех, Санькка тете! - чĕвĕлтетрĕç сĕт пуçтаракана курса урама тухнă ял çыннисем.
Çапла, кашни ирех Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн урамĕсем витĕр тухса ĕне усракан кил хуçисемпе тĕл пулать Александр Степанов хатĕрлевçĕ. Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ – хĕлле те, çуркунне те çулла та, кĕркунне те – ял çыннисенчен сĕт туянать Александр Александрович. Унччен вăтăр çул ытла Шăмăршăри райпора водительте тăрăшнă, хастар ĕçшĕн ăна Хисеп грамотипе темиçе хутчен те чысланă.
Хатĕрлевçĕ ĕçне те А.Степанов тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Хальхи вăхăтра икĕ ялĕпе куллен 800-900 литр сĕт пуçтарать, малашне тата та нумайрах пухăнасса шанать.
Хăйсен хуçалăхĕсенчен ытлашши сĕте хатĕрлевçе сутни ял халăхĕшĕн те тупăшлă. Литршăн 10 тенкĕ укçа тÿлени япăх-и-ха; Укçине уйăхра икĕ хутчен парать, ăшă сăмахпа кăмăла çĕклет.
Александр Александровичпа мăшăрĕ Вера Васильевна хăйсем те выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Кил картинче – икĕ ĕне, тынапа вăкăр пăрусем, хур-кăвакал, чăх-чĕп... Ĕçчен ашшĕпе амăшĕ тăватă ачине те харсăр пулма вĕрентнĕ, Степановсем пирки ялта япăхпа калаçнине илтмен.
... Тулли цистернăллă автомашина ялтан тухрĕ те, Шăмăршă еннелле вĕçтерчĕ. Руль умĕнче – ялти хисеплĕ водитель А.Степанов. Ĕçÿ ăнса пытăр, çулу телейлĕ пултăр, Александр Александрович!