09 июня 2010 г.

Пуянкассинчи тĕп шкулта каникул пуçлансанах сывлăха çирĕплетекен лагерь ĕçлеме пуçланă. "Улыбкăна" тĕрлĕ классенчи 15 вĕренекен çÿреме кăмăл тунă.
Ачасем хăйсен девизне, юррине шутласа тупнă. Малтанах хатĕрлесе çирĕплетнĕ кун йĕрки те ачасен куç умĕнчех çакăнса тăрать. Унта кашни кунăн программине çырнă. Вăл тĕрлĕ конкурссемпе, ăмăртусемпе, викторинăсемпе пуян. Çут çанталăка тĕпчессине те, юмах тĕнчинче экскурсинче пулассине те, спортăн тĕрлĕ тĕсĕсенче ăмăртассине те, ÿкерчĕксем тăвассине те тĕпе хунă кунта. Кашни кунăн хăйĕн йĕрки.
Лагерь ирхине 9 сехетре уçăлать. Кулленех физзарядка тунипе пуçланать ачасен кану кунĕ. Тĕрлĕ хусканусем туса хĕр ачасемпе арçын ачасем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Вĕсене малалла программăна пурнăçлама шăпах çирĕп кăмăл, зарядкăпа çемçелнĕ шăм-шак кирлĕ-çке. Çакна лагерь ертÿçисем И.А.Петровăпа (соцпедагог) Р.Н.Петрова питĕ лайăх ăнланаççĕ. Вĕрентекенсем хушнине хаваспах пурнăçлаççĕ ачасем: чупаççĕ, сикеççĕ, алли-урисене хуçлатса авкаланаççĕ...
Ирхи апата кайиччен ачасен киле хушса янă ĕçĕсене тĕрĕслеççĕ. Эпĕ пынă чухне вĕренекенсем ăмăртмалла пăхмасăр сăвă вуларĕç. Пĕри тепринчен тăрăшарах, кăшкăрарах вуласа мала тухма тăрăшрĕ. Вырăсла та, чăвашла та янăрарĕç сăвăсем. Хаклă парнесемпе савăнтармасан та, ырăпа асăнса мухтаса хăварни те лагерьтисемшĕн паха пулчĕ. Апатланнă хыççăн кун йĕрки малалла тăсăлчĕ. Хаваслă ачасен сасси-кулли каçченех илтĕнсе тăчĕ. Каникул вăхăтĕнче шкул ачасемшĕн тунсăхласа ларманни куç умĕнчех.