09 июня 2010 г.
Тăван çĕре, çуралнă яла юратса ÿснĕ этем унпа сыв пуллашма васкамасть. Кашни çырма-çатра, улăх-çаран уншăн çывăх. Сывлăшĕ те уçăраххăн туйăнать, кайăкĕ те илемлĕреххĕн юрлать. Килте атте-анне кĕтет, ăшă сăмахпа чуна савăнтарать. Апла пулсан та ялсенче çамрăксем питех тытăнса юласшăн мар. Паллах, ĕç çукки те çакна тума хистет пулĕ. Шкул пĕтерекенсенчен пĕчĕк пайĕ кăна хăйĕн пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарать, ял-йыш умĕнче ырă ят-сум çĕнсе илет.
Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенче хăйсен пурнăçне тăван кĕтеспе çыхăнтаракан çамрăксем пур-ха. Вĕсем умра тăракан йывăрлăхсене парăнтарса, пуçа усмасăр, пурнăç уттинчен юлмасăр малаллах талпăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри, чăннипех те ырă ята тивĕçнĕ çамрăк – выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ И.Семенов. Ваня Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчи ветеринари уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Салтака кайса килнĕ хыççăн Пуянкассинчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен пунктра ĕçлеме пуçланă. Талăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче те вăл хăйне çирĕплетсе панă тăватă яла тухса çÿрет. Тăрăшуллă пулнăран, хăйĕн ĕçĕ çине алă сулманран унăн ĕçĕ те кал-кал пырать. Тепĕр чухне Ваньăн уявра савăнма вăхăчĕ те пулмасть: камăн та пулсан выльăхĕ чирленĕ е прививка тумалла... Пĕрех пусăрăнчăк кăмăлне çынсене кăтартма тăрăшмасть вăл. Хăйне шанса панă ĕçе чун-чĕререн пурнăçлать И.Семенов.
Ашшĕ çумĕнче пĕчĕкренех тракторпа çÿреме хăнăхнă, шкул пĕтерсен тăван ялтан инçете тухса кайман тепĕр харсăр та ĕçчен каччă В.Петров Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнать. Валерийшĕн трактор е машина – пурпĕрех. Вĕсемпе вăл çăмăллăнах тĕрлĕ ĕç тума пултарать. Хальхи вăхăтра ялти "Карла" фермер хуçалăхĕнче вăй хурать, хуçа хушакан ĕçе тăрăшса пурнăçлать. В.Петров юрра-ташша та кăмăллать, ялти "Ахаяс" фольклор ушкăнне çÿрет. Ахальтен каламаççĕ вĕт, ĕçпе юрă юнашар çÿреççĕ тесе.
Пуянкассинчи "Шумер" лавккара тăрăшакан С.Калашникова та хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. Светлана тавар туянма килекенсемпе яланах кăмăллă та тарават калаçать. Ватăсемпе те, ачасемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Пултаруллă та çаврăнуçăллă сутуçă пурин кăмăлне те тивĕçтерме пултарать.
Н.Богатнова та ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн Пуянкасси ялнех таврăннă, райадминистрацинче финанс уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă. Наташа кĕске вăхăтрах пултарулăхпа тата пуçарулăхпа ĕç ушкăнĕнче палăрма пуçланă. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Шкулта вĕреннĕ чухнех Наташа концерт-мероприятисене хутшăнма тăрăшнă, сцена уншăн ют пулман темелле. Çавăнпах пулĕ хальхи вăхăтра вăл та "Ахаяс" фольклор ушкăнне çÿреме пуçларĕ.
А.Тимофеев пирки те лайăххине кăна каламалла. Алексей ĕç вырăнне Шăмăршăра тупнă. Вăл электричество тĕрĕсленĕ çĕрте вăй хурать. Ачаранах спортпа туслă пулнăран, ял поселенийĕн чысне хÿтĕлеме спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать. Юрă-ташă тĕнчи те ăна илĕртет. Чăваш йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшнăранах, ашшĕ-амăшĕнчен вĕренсе пырса, "Ахаяс" фольклор ушкăнĕн хастар артисчĕ пулса тăнă, нумай концерта хутшăннă, хутшăнать те. Алексей арçынсен ансамблĕнче те палăрса тăрать.
Çамрăксем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ çак тăрăхра. Малашлăхра та вĕсем хастар та маттур, ĕçчен пулса ял-йыша савăнтарсах тăрĕç. Умĕсене лартнă тĕллевĕсене туллин пурнăçлĕç.