Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç шыратăн пулсан...

09 июня 2010 г.

Ĕç шыратăн пулсан...

Ĕç этем пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çынна вăл савăнăçпа киленÿ кÿнисĕр пуçне çемьене тăрантарма май парать. Шел, пирĕнтен кашниех хăй ĕмĕтленнĕ çĕрте вăй хураймасть. Кризис тапхăрĕнче ĕç тупма е улăштарма пĕрре те çăмăл мар.

Тĕрĕссипе, «Пирĕн ваканси пур», – текен пĕлтерÿсене халĕ те курма пулать-ха. Анчах вĕсене опытлă тата темиçе çул стаж пухнă специалистсем кирлине систереççĕ. Тин çеç вĕренсе пĕтернĕ çамрăкăн вара вăл та, ку та çук. Пĕр çĕре çитет ĕнер-паян диплом илнĕскер, унтан теприне васкать – ăна ниçта та йышăнасшăн мар. Çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ хĕр е каччă ывăнса çитсен алă сулать те хăйĕн специальноçĕпе мар, пачах урăххипе ĕçе вырнаçать е «вăрăм укçа» шыраса Мускава тухса вĕçтерет: хырăм кашни кунах выçать-çке-ха.

Паянхи ĕç рынокĕ чăнласах та хĕрхенÿсĕр. Шел, пуçлăхсемпе ертÿçĕсен хушшинче те таса мар чунлисем тĕл пулаççĕ. Вĕсем опытсăр çамрăксене улталама тăрăшаççĕ. Калăпăр, хăшĕ-пĕри малтан стажировка витĕр тухма сĕнет (ытларах чухне – тÿлевсĕр), пикен е яшăн професси пахалăхĕсем килĕшсен ăна ĕçе илме шантарать.

Пуçлăхсем çамрăксене шăнман пăр çине лартса яма юратакан тепĕр мел – тĕрĕслев вăхăчĕ. Нумайăшĕ çак тапхăрта çĕнĕ çынна пĕчĕк шалу сĕнет, палăртнă срок иртсен каччă е хĕр сăнав витĕр ăнăçлă тухман тесе пĕлтерет, сăлтавне те ăнлантармасть. Саккунпа килĕшÿллĕн 18 çул тултарманнисем тата пуçламăш, вăтам, аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене пĕтернĕ, алла илнĕ специальноçпа ĕçе пĕрремĕш хут вырнаçакан çамрăксем валли тĕрĕслев вăхăт не пачах палăртма юрамасть.

Тĕпчевсем çакна кăтартаççĕ: предприяти-организаци ертÿçисенчен ытларахăшĕ хĕр-хĕрарăма мар, арçынсене ĕçе илесшĕн. Вĕсен шучĕпе, этемлĕхĕн черчен çуррине пула «пуç ытларах ыратать». Хĕр качча кайса ача çуратать, вăл декрет отпускне кайсан каллех урăх çын шырамалла. Пепке ÿснĕ хушăра час-часах чирлет – амăшне «больничнăйшăн» тÿлемелле. Çавăнпа хăш-пĕр пуçлăх хĕрарăм «хĕрĕх чĕрнеллĕ» пулнине сиссен ăна хăй ирĕкĕпе ĕçрен кайма сĕнет е хайхискерне вăхăтлăх ĕçлейменшĕн, пĕчĕкскере 1,5 çула çитиччен пăхнăшăн тÿлеймессине пĕлтерет. Теприсем тата çамрăк хĕрарăм специалистсене пĕлÿ шайне, професси пахалăхĕсене, ытти лайăх енĕсене тĕпе хурса ĕçе илеççĕ, çапах малтанах асăрхаттараççĕ: вĕсен çав-çав вăхăтчен качча кайма е ача çуратма юрамасть. Çакă, паллах, вĕсен прависене хĕсни пулать. Çынна хĕрарăм пулнишĕн çеç ĕçе илмесĕр те пуçлăхсем саккуна пăсаççĕ. Ытларах чухне уйрăм предпринимательсем çапла хăтланаççĕ.

Хальхи вăхăтра саккунсене, хăйсен прависене пĕлни çынсене тĕрлĕ пăтăрмахран хăтăлма пулăшать. Çамрăксене ĕç паракансемпе ĕç рынокĕнчи ултавран сыхлас, вĕсене хăйсен прависем пирки каласа кăтартас, штата кĕскетнĕрен ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме хÿтĕлес тĕллевпе Чăваш Енри «Перекресток» общество организацийĕ «Ĕç рынокĕнчи ултав сереписем» проект хатĕрленĕ. Çавна май вăл тĕрлĕ мероприяти ирттерет, вĕсенчен ытларахăшне – професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче. Унсăр пуçне ĕç шыракан çамрăксене право пулăшăвĕ паракан организацисен реестрне те хатĕрленĕ. Вĕсенче 30 çула çитменнисем хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика