09 июня 2010 г.
ВАСАН ялĕнче тĕреклĕ хуçалăхпа пурăнакан, йышлă выльăх-чĕрлĕх усракан çемьесенчен пĕри – Концовсен туслă та ĕçчен кил-йышĕ.
Геннадий Николаевичпа Александра Валентиновна 4 ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Кил хуçи, хăй вăхăтĕнче Инçет Хĕвел тухăçĕнчи пограничнăй çар округĕнче служба тивĕçне пурнăçланăскер, ывăлĕсем та салтака юрăхлă пулса, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕрленсе ÿсчĕр тесе тăрăшнă. Вăхăт çитсен Владимир, Евгений тата Сергей çар ретне тăнă, Раççей Конституцийĕнче палăртнă тивĕçе пурнăçланă. Лайăх салтаксем ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн хăйсене чысласа чаç командирĕсем ярса панă Тав çырăвĕсене, çар командованийĕсем ывăлĕсене наградăланă Грамотăсене Концовсем тирпейлĕ упраççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ те, Володя, Шупашкарта строительство техникумĕнче виççĕмĕш курсра вĕренекенскер, тетĕшĕсем пекех маттур салтак пулма ĕмĕтленет.
Геннадий Николаевич "Гвардеец" совхозра 20 çул электрикра тăрăшнă. Унăн мăшăрĕ те çак хуçалăхрах чылай çул техник-осеменатор пулса ĕçленĕ. Юлашки çулсенче вĕсем "Исток" хуçалăх ферминче вăй хураççĕ, ĕçре лайăхпа палăрса тăраççĕ.
Концовсем хăйсен кил хуçалăхĕнче 2 ĕне, 2 пăру, çăвăрлаттармалли 3 пуç ама сысна, самăртмалли 4 пуç сысна, йышлă чăх-чĕп усраççĕ. Вĕсем арендăна илнĕ çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăксен вăррисене акса хăварнă, çавна май утă кирлĕ чухлĕ хатĕрлет ĕçчен çемье. Пахчасенче вара çуллен тухăçлă çĕр улми, выльăх чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтереççĕ. Хĕрÿ ĕçре ывăлĕсем те, кинĕсем те пулăшаççĕ. Çемье çуллен пăрусем, аш-какай, сысна çурисем, çĕр улми сутса сахал мар тупăш илет. АПК аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, йышлă выльăх-чĕрлĕх усранăшăн пĕлтĕр Г.Н.Концова район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Ывăлсенчен чи асли, Владик, салтакран таврăннăранпах, пĕр улшăнми 10 çул Мускаври çул-йĕр тăвакан тата юсакан организацире вăй хурать. Коллективра тăрăшулăхпа палăрса тăраканскер, ĕç укçине те сахал мар илет. Халь-лĕхе авланман-ха. Çемье çавăрма ĕмĕтленсе Шупашкарта хăтлă хваттер туяннă вăл.
Женьăпа Сергей авланнă ĕнтĕ. Вĕсем хальлĕхе хăйсен мăшăрĕсемпе, кăкăр ачисемпе тĕп килтех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Сергейпе Катя патшалăхăн "Çамрăк çемье" программипе усă курса, субсиди илсе Шăмăршăра хваттер туяннă. Хальхи вăхăтра хваттерте юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Кĕркунне Концовсем хăйсен пĕчĕк хĕр пĕрчипе – 8 уйăхри Ксюшăпа хăтлă хваттере куçма палăртаççĕ.
Женя вара тăван ялтах тĕпленме шутланă. 2003 çулта кĕркунне салтакран таврăнсан вăл Мускав облаçĕнче стройкăра вахта мелĕпе ĕçлеме пуçланă, каменщик, платник профессийĕсене алла илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе хăйсен Карл Маркс урамĕнчех урăх вырăна куçса кайнă кÿршĕрен кивĕ пÿрт, план участокĕ туянса юлнă, каярахпа кирпĕчрен гаражпа мунча тунă, пулас çуртăн никĕсне хывнă.
2008 çулхи май уйăхĕн хĕвеллĕ те ăшă кунĕсенчен пĕринче Евгений Концов кÿршĕсен хĕрĕ патне хăнана килнĕ Вăрнар районĕн хĕрĕпе – Эмилия Чайковапа паллашнă. Канашри педагогика колледжĕн выпускной курсĕн студенткипе Васан каччи пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштернĕ, вĕсен хушшинче туслăх кĕперĕ хывăннă. 2009 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче ĕçчен те сăпайлă йĕкĕтпе илемлĕ хĕр туй туса пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Евгенийпе Эмилия Концовсем, хăйсен ашшĕсемпе амăшĕсем, çывăх тăванĕсем пулăшнипе çав çулах кирпĕч туянса çу кунĕсенче икĕ хутлă пÿрт стенисене купаланă. Кăçал май уйăхĕнче вара ĕçчен çемье ăна кĕрен тĕслĕ металл-черепицăпа витнĕ. Çывăх вăхăтрах чÿречесемпе алăксем вырнаçтарма пуçласшăн. Кĕркунне мачча-урай сарасшăн – кун валли материал çителĕклĕ хатĕрленĕ. Килес çулхи çу кунĕсенче çамрăк çемье тĕп килтен уйрăлса тухса икĕ хутлă пысăк пÿрте пурăнма куçма ĕмĕтленет.
Çапла, çине тăрсан, çанна тавăрса тарла-тарла вăй хурсан, йывăрлăхсем хыçа юлаççĕ. çутă ĕмĕтсем чăнлăха куçаççĕ.