17 июня 2010 г.
ИЛЕМЛĔ, кăмăллă, нумайлăха асра юлмалла иртрĕ шăмат кун Шăмăршăри Акатуй. Уяв сценарине пултаруллă йĕркелени кĕмĕл сасăпа шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатса юхакан таса шыв кĕвви пек туйăнчĕ.
Вăрман уçланкине чăваш ялĕ куçса ларнă тейĕн: кашни ял поселенийĕ кунта хăна килĕ йĕркеленĕ. Тăван халăх йăли-йĕркин историйĕ чуна хумхантарать, кăмăла çĕклет. Юрăпа кĕтсе илсе ăсатса яраççĕ сире кунта, кăпăклă сăрапа, техĕмлĕ апат-çимĕçпе хăналаççĕ.
Ал ăстисем тата! Кашни ялтах вун-вун ăстаçă пирĕн, çав ăстасене хавхалантарас тесех ĕнтĕ ятарласах Акатуя лартса килнĕ. Пĕрне ырласа теприне хурлама май та çук – пурте маттур, пурте ылтăн алăллă.
Акă, вунă сехет те çитрĕ, уçă сасăллă йыхравçăсем халăха Акатуй сцени патне чĕнчĕç. Сцена çинче – район ертÿçисемпе хисеплĕ хăнасем. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев вĕсемпе кашнинпех паллаштарчĕ: Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Димитриев, пирĕн ентеш, Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Н.Петьков, Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн директорĕ, наукăсен докторĕ П.В.Мишин, Мускавран тата Шупашкартан, тĕрлĕ районсенчен килнĕ хăнасем...
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ чун-чĕрене хумхантарса янăранă хыççăн районти хисеплĕ ĕçченсем Акатуй ялавне çĕклерĕç. Кăçал çак чыса çур аки чемпионĕ М.Фахрутдинов, Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнĕн ертÿçи Н.Федотова тата кире пуканĕ йăтас енĕпе Тĕнче чемпионĕ В.Шуряков тивĕç пулчĕç.
Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Акатуя килнĕ кашни çынна уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ. Валерий Петрович кăçалхи уява Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул, Чăваш Республикине йĕркеленĕренпе 90 çул тултарнине тата Учитель çулне халалланине пĕлтерчĕ. Район çыннисем çак паллă кунсене ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илнине кăмăллăн палăртрĕ. Уй-хирте чуна савăнтарса калча ешерет, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче те ÿсĕмсем курăнаççĕ.
Район çыннисем патне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та саламлă çыру янă. Çырупа Акатуй халăхне Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Димитриев паллаштарчĕ. Н.В.Федоров Шăмăршăсен çитĕнĕвĕсем Чăваш Республикин чысне çирĕплетме, районта туслă халăхсем алла-аллăн тытăнса ĕçлени çĕршыва тĕреклетме пулăшнине палăртнă.
Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăх техникумĕн директорĕ П.В.Мишин Шăмăршăра уçăлакан физкультурăпа спорт комплексне спорт тумĕсем туянма 25 пин тенкĕ парнелерĕ, çавăн пекех Шăмăршă ывăл-хĕрĕ валли бюджет шучĕпе вĕренме 25 вырăн уйăрнине пĕлтерчĕ. Паллах, ырă хыпар, ырă ĕç чуна савăнтараççех.
Ĕçре малта пыракансене Хисеп грамотисемпе тата укçан преми парса чысларĕç. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа уяв хăнисене савăнăç парнелерĕç. Районти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемпе пĕрлех Шупашкартан килнĕ "Уяв" ансамбль тата эстрада "çăлтăрĕсем" Акатуя илем кÿчĕç.
Уява килекенсене районти ял поселенийĕсен фольклор коллективĕсем хăйсен чуна пырса тивекен хитре юррисемпе саламларĕç. Вăрман уçланкинчи çул хĕррипе кашни ял поселенийĕ палатка карса, çатан карта тытса ĕлĕкхи кил-çурта сăнласа пани, асаттесемпе асаннесен ĕç, пир тĕртмелли хатĕрĕсене, вĕсен кĕпи-тумтирне, тĕрри-чĕнтĕрне, ял çыннисен алăсталăх тата тĕрлесе, çыхса хатĕрленĕ тĕрлĕ япалисене, апат-çимĕçне, юрри-ташшине, сăвви-такмакне анлăн кăтартни уява илем кÿчĕ. Ку, паллах, районшăн çĕнĕлĕх пулчĕ. Çакнашкал пархатарлă ĕçе йĕркелекенсем тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Районта тĕрлĕ наци халăхĕсем пурăннă май, уява килнисем чăвашсен, тутарсен, вырăссен тата ирçесен кĕпе-тумтирĕпе, йăли-йĕркипе, наци кухнипе кăсăкланса паллашрĕç.
Районти жюри – ăна район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕн çумĕ А.Чумуркина ертсе пычĕ – ял поселенийĕсен "Хăна çурчĕсене", вĕсенчи тĕрлĕ япаласене тĕплĕн пăхса çаврăнчĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. "Наци кухни" номинацире Пуянкасси ял поселенийĕ – пĕрремĕш, Чукал ял поселенийĕ – иккĕмĕш, Васанпа Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. "Йăла-йĕркен творчествăлла презентацийĕ" номинацире Анат Чаткассем – пĕрремĕш, Пăчăрлă Пашьелсем – иккĕмĕш, Палтиелсемпе Кивĕ Чукалсем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. "Чи лайăх хăна çурчĕ" номинацире Анат Чаткассем – пĕрремĕш, Шăмăршăсем – иккĕмĕш, Пуянкассисем виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. "Алă ăстисем" номинацире П.Гурьянов (Çĕнĕ Шăмăршă), А.Еремеев (Чукал), Н.Батанов (Палтиел), "Чи хитре тĕрĕсем" номинацире Т.Тихонова (Анат Чаткас), Е.Чеменева (Васан), Р.Филиппова (Энтĕрьел), "Илемлĕ çыхасси" номинацире В.Кисамеева (Энтĕрьел), Н.Ильичева тата О.Тридворнова (Кивĕ Чукал) палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсем Грамотăсемпе призсем илчĕç.
Пысăк сцена çывăхĕнче Шăмăршăри ачасен искусство шкулĕн художество уйрăмĕн преподавателĕсем З.Морозовăпа А.Краснова хăйсен воспитанникĕсен анлă куравне йĕркеленĕ. Акатуйри çынсем ачасен тĕрлĕ жанрлă ÿкерчĕкĕсемпе, тăмран ăсталаса хатĕрленĕ, сăрласа илемлетнĕ тĕрлĕ кĕлеткесемпе композицисемпе, шăхличсемпе интересленсе паллашрĕç. Тăмран ăсталанă хăшпĕр япаласене, шăхличсене туянчĕç те.
Культура аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем уçланкăра ачасем вылямалли резина батут вырнаçтарнă. Ун çинче ачасем кунĕпех вылярĕç, савăнăçлăн сиккелесе çуйхашрĕç. Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнчен кÿрсе килнĕ карусель çинче ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ярăнса савăнчĕç.
Кире пуканне çĕклеме килĕштерекенсем пысăках мар площадкăна пухăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса 24 килограмлă кире пуканне йăтрĕç. Пĕрремĕш вырăна яланхи пекех Тĕнче чемпионĕ В.Шуряков (Шăмăршă) çĕнсе илчĕ. Н.Кондрашкинпа (Карапай Шăмăршă) И.Микасев (Палтиел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.
Дартс вăййине юратакансем вара пĕрин хыççăн тепри мишене пĕчĕк çĕмренсем вирхĕнтерчĕç. Васанти В.Гордеев, пуринчен те нумайрах очко пуçтарса, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çĕпрел районĕнчи Матакран килнĕ Галинăпа Николай Альмасовсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Вăрăм шалçа таврашĕнчен те халăх татăлмарĕ, кашниех ун çине хăпарса приз илме тăрăшрĕ. Анчах та Палтиелĕнчи И.Тухветуллов пуринчен те пултаруллăрах пулчĕ, приза тивĕçрĕ. Д.Вахитовпа (Палтиел) Р.Айзатов (Çĕпрел районĕнчи Шланкка) та ăсталăх кăтартрĕç, призсем илчĕç.
Волейболла вылякан командăсем хушшинчи вăйăсем те хĕрÿ пычĕç. Вăл е ку командăна килĕштерекен ушкăнсем – курма килнисем – вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Васан ял поселенийĕн команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди – иккĕмĕш, Пуянкассипе Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Кĕрешÿ площадки тавра халăх яланхи пекех йышлă пуçтарăнчĕ. Кĕрешекенсенчен кашниех пысăк ăсталăхпа палăрчĕ. Шăмăршăри М.Павлов (32 кг таранчченхи виçе категорийĕнче), А.Егоров (38 кг), Патирекри Е.Авксентьев (45 кг), Кивĕ Чукалти А.Ильин (60 кг), Анат Чаткасри А.Еремеев (66 кг), Кивĕ Чукалти А.Карзанов (74 кг) хăйсен виçисен категорийĕсенче – пултаруллăн кĕрешсе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Абсолютнăй кĕрешуре – Акатуй такишĕн пыракан ăмăртура – 10 спортсмен вăй виçрĕ. Финала тухса, виççĕмĕш вырăншăн П.Обожгеевпа (Патирек) Е.Укин (Кивĕ Чукал) кĕрешрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿсенче Е.Укин вăйлăрах пулни палăрчĕ. Акатуйăн чи курăмлă призĕшĕн – такашăн – кĕрешме Анат Чаткасри пĕртăвансем – Дмитрийпе Алексей Еремеевсем тухрĕç. Спорт мастерĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ площадкăра чăннипех те пысăк ăсталăхпа палăрчĕç. Çивĕч кĕрешÿре Дмитрий пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ, такана тата пылесоса тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă кĕрешÿçĕсем те сумлă призсене (савăт-сапа наборĕсене) тивĕçрĕç.
Çăмăл атлетикăна юратакансем кросс чупса ăмăртрĕç. Арçынсемпе йĕкĕтсем хушшинче пурне те хыçа хăварса финиша Палтиел ял поселенийĕшĕн чупнă Илья Микасев пĕрремĕш çитрĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрсем хушшинче вара Васанти Ксения Смаева çĕнтерчĕ. Кÿршĕллĕ Тутар Республикинчен килнĕ хăнасем те вăй виçме хавас пулчĕç, парнесене те тивĕçрĕç.
Мини-футбол вăййисем те хĕрÿ иртрĕç. Мала тухассишĕн пурĕ 10 команда тупăшрĕ. Хамăр район командисемпе (вĕсем – 8-ăн) пĕрле кÿршĕллĕ республикăран килнисем те мечĕк хăвалама вăйă уйне тухрĕç. Çивĕч кĕрешÿре малти виçĕ вырăна та тĕрлĕ ÿсĕмсенчен йĕркеленĕ "Колосок" команда (Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ) йышăнчĕ.
Кăнтăрла тĕлнелле ипподром та çынсемпе тулма пуçларĕ – кĕçех урхамахсен ăмăртăвĕ пуçланмалла-çке. Уявра чи кăсăкли, чи "чирлемелли" çакă. Пĕр сăмахпа, чăн-чăн Акатуй илемĕ!
Пĕлтĕрхи пекех, кăçал та ăмăртăва хресчен лашисем пуçларĕç. Тупăшăва хутшăнма тăхăр çемье команди кăмăл тунă. Лашана тăварса хăвăрт кÿлесси, стартран хăвăрт хускалса финиша лайăх вăхăтпа çитесси – пурин те çак тĕллев. Анчах спорт – спортах: ăнăçу кашнинех тивĕçмест. Кăçал малтанхи виçĕ вырăна Кивĕ Шăмăршăри Ельцовсен, Хайпăлари Богатновсен, кÿршĕллĕ Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхалĕнчи Афанасьевсен командисем йышăнчĕç, хаклă парнесемлĕ пулчĕç.
Юланутçăсен ăмăртăвĕ те çивĕч иртрĕ. Йошкар-Олари лаша спорчĕн шкулĕнчен килнĕ ăратлă рысаксемпе пĕрле ялсенчи хресчен лашисем те старта тăчĕç. Паллах, результатсем те тĕрлĕрен пулчĕç: ĕç лашине рысакпа танлаштараймăн. Çавах жюри Г.Ельцовпа А.Ельцовăн (Кивĕ Шăмăршă) тата А.Егоровăн (Васан) урхамахĕсене чи лайăххисем тесе палăртрĕ.
Кÿме кÿлнĕ ăратлă рысаксен ăмăртăвне кăçал шăмăршăсемсĕр пуçне Шупашкар, Канаш, Комсомольски, Патăрьел спортсменĕсем те килсе çитнĕ. Тăватă тапхăрпа пынă тупăшура финала пиллĕкĕн тухрĕç. Яланхи пекех, çĕнтерÿçĕсем – шăмăршăсем: Л.Кошкинпа И.Матвеев – пĕрремĕшпе иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнта – Д.Кириллов (Канаш).
Финала лекеймен урхамахсем вара пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă А.Пыркин (Патăрьел) спортсмена асăнса йĕркеленĕ ятарлă чупăва хутшăнчĕç. Ку ăмăртура дистанцие чи малтан В.Краснов, А.Пыркин, А.Краснов (пурте Патăрьел районĕнчен) тытса пыракан урхамахсем вĕçлерĕç.
Первоисточник: http://gov.cap.ru/home/75/2010/ijun/akatuy/index.htm