17 июня 2010 г.
ВИРУСЛĂ "В" гепатит ерекен чир шутланать, вăл пĕвере хытă сиенлет. Малалла вара цирроз е пĕвер шыççин (рак) чирĕ аталанма та пултарать.
Çак чирĕн вирусĕ этемĕн пĕтĕм йышши шĕвекĕнче тĕл пулать, чи пысăк хисепĕ вара юнра. Çавăн пекех куççуль, сĕлеке, тар урлă та лекме пултарать.
Чир тĕрлĕ майпа та сарăлать: юн янă вăхăтра, наркотиксемпе усă курнă чухне (шприц урлă), палламан е сахал пĕлекен çынпа ар çыхăнăвне кĕрсен, В гепатитпа вируслă çыннăн шăл щеткипе, бритвипе усă курсан та чирлеме пултарать. Йывăр çын пулнă тата çуратнă чухне, кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра çак чир амăшĕсенчен ачисене те лекме пултарать.
Гепатитпа чирленине кăтартакан паллăсем: ерипен аппетит чакса пырать, вăй пĕтет, кăмăла лĕклентерет, хăстарать, сылтăм аяк пĕрчи айĕнче ыратать, шăмăсен сыпписемпе мышцăсем ыратаççĕ. Хăш-пĕр çынсен сарă тĕс тапса тухать (çан-çурăм ÿчĕ, куç шурри саралать).
Чир ернĕ хыççăн паллă пуличченхи тапхăр 3-4 эрнерен тытăнса 6 уйăх таран тăсăлать.
Хальхи вăхăтра тĕрлĕ тĕслĕ гепатитсене пуçаракан 9 вирус тупса палăртнă.
"В" гепатит ересрен сыхланмалли чи шанчăклă меслет – прививкăсене вăхăтра тутарни. Вăл пĕвер ракĕнчен те сыхланма май парать. Прививкăсен календарĕпе килĕшÿллĕн, тин çуралнă ачасене прививка тутармасăр хăварма юрамасть.
Хальхи вăхăтра районта "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 18-55 çулсенчи çынсене вакцинаци тăвас ĕç пырать. Пирĕн районта пĕрремĕшпе иккĕмĕш вакцинацие 100 процент пурнăçланă, виççĕмĕш вакцинацие – 63,8 процент. Хальхи вăхăтра прививка тăвасси малалла пырать.