17 июня 2010 г.
Нумай ÿпке чирĕсем малтанхи тапхăрта хăйсем çинчен систермеççĕ, уйрăмах çак чирсем шутне туберкулез тата рак чирĕсем кĕреççĕ. Юлашки çулсенче çак чирсем уйрăмах ÿссе пыраççĕ.
Туберкулезпа чирлĕ çынсем тухтăр патне пулăшу ыйтма мĕншĕн çийĕнчех пымаççĕ-ха; Сăлтавĕ акă мĕнре: чир пуçламĕшĕнче çынсем хăйсене лайăх туяççĕ, вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ, спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Кун пек чухне вĕсем хăй чирлине çийĕнчех пĕлмеççĕ, тепĕр чухне сăн-питрен те сывă курăнаççĕ. Туберкулез чирĕ хăйне ăнсăртран палăртсан çеç – ÿпкерен юн кайма е юнлă сурчăк тухма пуçласан кăна – вĕсем тухтăр патне пулăшу ыйтма каяççĕ. Ватă çынсем хăйсем ÿсĕрнине ÿслĕкпе тата табак туртнипе çыхăнтараççĕ.
Туберкулезпа чирлĕ çынсем часах ывăнаççĕ, вăйран каяççĕ, хăвăрт тарлаççĕ, вĕсен ÿт температури ÿсет, ÿсĕрттерме пуçлать. Кун пек чухне çийĕнчех тухтăр патне кайса тĕрĕсленмелле.
Туберкулез чирĕ вăрттăн иртнине тупса палăртас ĕçре флюорографи тĕрĕслевĕ пысăк пулăшу парать.
Çакнашкал тĕрĕслев витĕр 15 çул тултарнă кашни çыннăн çулталăкне пĕр хут тухмалла. Ÿпкери питĕ пĕчĕк улшăнусем те флюорографи ÿкерчĕкĕнче уççăн курăнаççĕ. Туберкулез чирĕн йывăр формипе чирлекенсем флюорографи тĕрĕслевĕнче нумай çул хушши пулман çынсем хушшинче ытларах тĕл пулаççĕ.
Ÿпке чирĕпе чирлĕ çынсем сывă çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, мĕншĕн тесен туберкулез чирĕ ерекен чирсен шутне кĕрет. Чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, апчху тунă вăхăтра сурчăк пĕрчисемпе туберкулез палочкисем кăларать, çакă вара сывă çынна ерет, ăна сиенлет.
Çак чире тупса палăртмалли меслетсенчен пĕри – флюорографи тĕрĕслевĕ.
Июнĕн 9-мĕшĕнче пирĕн района Шупашкартан республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансертан медицина ĕçченĕсен бригади килсе çитрĕ, вĕсем районти кашни ялах çитсе çынсене флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Ку тĕрĕслеве 15 çул тултарнă кашни çыннăн тухмалла. Туберкулезпа чирлĕ çынпа пурăнакансен флюрографи тĕрĕслевĕ витĕр çулталăкне 2 хут тухмалла.
Шел пулин те, хăшпĕр çынсем çак тĕрĕслеврен пăрăнма тăрăшаççĕ, вĕсем хăйсене сывă тесе шутлаççĕ, флюорографи тĕрĕслевĕ сиен кÿрет тесе шухăшлаççĕ.
Хисеплĕ район çыннисем! Хăвăрăн сывлăхăра тĕрĕслесси çинчен манса ан кайăр! Флюорографи – туберкулеза ир тупса палăртмалли меслетсенчен пĕри. Флюорографи тĕрĕслевĕ хыççăн сире тухтăр чĕнтерет пулсан, ун патне пĕр тăхтаса тăмасăр кайăр.
Туберкулезран часрах сываласси чире малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртнинчен нумай килет.