19 июня 2010 г.
Медицина ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент район больницин тĕп врачĕпе Н.Н.ПОЛЯКОВАПА тĕл пулса калаçнă, ăна сывлăх сыхлавĕпе, кадрсемпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
– Наталья Николаевна, хуть хăш ĕçре те кадрсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавна май хамăрăн калаçăва кадрсенчен пуçлар пулĕ.
– Хальхи вăхăтра районти сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче 28 врач вăй хурать. Вĕсенчен 9-шĕ – пĕрремĕш, 6-шĕ иккĕмĕш квалификаци категорийĕпе ĕçлет. А.Я.Семкинпа А.П.Анчунова – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем. Тивĕçлĕ канури Е.В.Долгова та хăйĕн тăрăшулăхĕпе, професси ăсталăхĕпе çак хисеплĕ ята илнĕ.
Врачсем Шупашкарти квалификацие ÿстерекен институтра пĕлÿ шайне ÿстерсех тăраççĕ. Хăш-пĕрисем вара очно-заочнăй майпа вĕренсе тепĕр специальнăçа та алла илеççĕ. Акă, Н.Н.Петрова врач-терапевт халĕ эндокринолог специальнăçĕпе те ăнăçлă ĕçлесе пырать. И.П.Поляков хирург-травматолог врач-онколог сертификатне илме хатĕрленет, çак специальнăçпа ĕçлет те.
Хальлĕхе районта врачсем çитмеççĕ-ха. Паян тесен паян тĕп больницăна врач-кардиолога, врач-психиатра, функци диагностикин врачне тата çемье практикин врачне (Чукала) ĕçе илĕттĕмĕр. Кăçал кĕркунне Карапай Шăмăршăра та çемье практикин пĕтĕмĕшле сиплевĕн уйрăмĕ уçăлать. Унта та врач кирлĕ пулать.
Медсестрасем çителĕклĕ. Паянхи кун тĕлне районта 130 фельдшерпа медсестра вăй хурать. Вĕсенчен 14-шĕ – аслă, 50-шĕ – пĕрремĕш, 5-шĕ иккĕмĕш квалификаци категорийĕсене тивĕçнĕ.
– Малалла сиплев ĕçĕ çинчен кĕскен те пулин каласа параймăр-ши;
– Тархасшăн. Врачсемпе медсестрасем, фельдшерсем район çыннисен сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшаççĕ, вĕсене медицина учрежденийĕсенче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тĕрĕслеççĕ, кирлĕ пулсан, сиплеççĕ. Чирлисене стационарта Чăваш Республикинче граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси пирки йышăннă патшалăх Программипе килĕшÿллĕн сиплетпĕр. Медицина препарачĕсене çак Программăпа килĕшÿллĕн палăртнă Перечень тăрăх тÿлевсĕрех уйăратпăр. Чирлисене кунне 3 хутчен вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр.
– Халĕ, реконструкци тунă хыççăн, тĕп больница корпусĕсем тултан та, шалтан та илемлĕ курăнаççĕ...
– Корпуссене реконструкцилесе çĕнетнĕ хыççăн ĕçлемелли, сиплемелли условисем тĕпрен лайăхланчĕç. Çĕнĕ медицина оборудованийĕпе сĕтел-пукан вырнаçтарни те сиплев ĕçĕнче ăнăçу кÿрет. Больницăри хăтлă условисемпе пациентсем те, медицина ĕçченĕсем те кăмăллă. Район больницине Евростандартпа килĕшÿллĕн реконструкцилесе çĕнетме пулăшнăшăн эпир хамăрăн республика Президентне Н.В.Федорова тата район пуçлăхне В.П.Фадеева чĕререн тав тăватпăр. Сăмах май, Пăчăрлă Пашьелĕнчи çемье практикин пĕтĕмĕшле сиплев уйрăмне те тĕпрен юсаса реконструкциленĕ. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле сиплев уйрăмне те çĕнетме палăртатпăр. Кун валли республика тата район бюджечĕсенчен укçа уйăрнă та ĕнтĕ. Реконструкци тумалли проектпа смета документацийĕ те хатĕр.
– Медицина ĕçченĕсем ĕçлеме кăна мар, усăллă канма та, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма та вăхăт тупаççĕ...
– Ку тĕрĕсех. Тĕп больницăн профсоюз комитечĕн председателĕ И.П.Поляков ертсе пынипе сиплев учрежденийĕнче конкурссем, спорт ăмăртăвĕсем, ытти мероприятисем тăтăш иртеççĕ. Пирĕн больницăн спорт тата КВН командисем районти, республикăри ăмăртусемпе конкурссене те хастар хутшăнаççĕ, вĕсенче час-часах призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Акă кăçал февральте йĕлтĕрçĕсен команди республикăри ăмăртуран куçса çÿрекен Кубокпа таврăнчĕ.
– Професси уявĕ çитнĕ май, чылай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан медицина ĕçченĕсене сумлăн чыслатăр пулĕ;
– Хăйсен тивĕçне çулран-çул чыслăн пурнăçласа пынă май, Т.Л.Матвеева медсестрана, А.Н.Силюкова медстатистика, Т.Н.Малова сестра-хозяйкăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин наградипе чысланă. С.П.Уресметов врач-дермотовенеролог, çемье практикин врачĕ Е.Н. Мандрюкова, Р.Р.Бахитовапа Л.И.Иванова медсестрасем район администрацийĕн Хисеп грамотисене илчĕç. Р.И.Карзановапа С.И.Терентьева медсестрасем, С.М.Яковлев аслă фельдшер тата Г.П.Ильина санитарка райадминистрацин Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне 40 медработника тата администраципе хуçалăх ĕçченне район больницин Грамотипе Тав хутне, укçа премине парса чысларăмăр.
Сăмаха вĕçленĕ май, районти мĕн пур медицина ĕçченне, сывлăх сыхлавĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатăп.