Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Нимĕçсем Ломкăна çитнĕ-ши?"

19 июня 2010 г.

1943-мĕш çул. Çу кунĕсем. Пăчăрлă Пашьел ялĕ... Пĕр кунхине тÿпене йывăр пĕлĕтсем карса илчĕç – ир пуçласа кăнтăрлачченех вăйлă çумăр çурĕ. Апат тĕлне çеç тÿпе тасалса çитрĕ, тинех хĕвел йăл! кулса ячĕ.

Эпир – анне, Арнольд тете тата эпĕ – апат çисе лараттăмăр. Чÿречерен вăрман хĕрринчен пуçласа колхоз хуралтисем таран тăсăлакан тăкăрлăк курăнать. Акă, вăрман енчен пĕр арçын утнине асăрхарăмăр. Атăпа, плащ-палаткăпа хăй, пуçне капюшонпа хупланă. Кам-ши, мĕнле çын-ши;

– Вячеслав тете вĕт ку! - палласа илчĕ ăна Арнольд тете, унтан сĕтел хушшинчен тухса туххăмрах урама тапса сикрĕ. Ăна кура эпир те пÿртрен тухрăмăр.

Хайхи çын чăнах та фронтри тете пулса кайрĕ. Хирĕç чупса пырса унăн мăйĕнчен уртăнтăмăр. Кулатпăр, чуп тăватпăр. Унран самантлăха та хăпас килмест. Анчах юнашар анне те кĕтсе тăрать вĕт-ха...

Шăкăл-шăкăл калаçса пÿрте кĕтĕмĕр. Тете аманни те, чирлĕ пулни те палăрмасть.

– Нумайлăха ячĕç-и, ывăлăм; - ыйтрĕ унран анне.

– Ыран ирччен, - хуравларĕ тете. - Пире Хусанти вĕренÿ полкне салтаксем илме ячĕç. Улатăра çитсен командиртан киле çитсе килме ирĕк ыйтрăм. Хирĕçлемерĕ. Манăн ыран 18 сехет тĕлне Улатăр станцийĕнче пулмалла, хамăр ушкăна вокзалта кĕтсе илмелле.

Тете хывăнсан эпир унăн аслă лейтенант пакунĕсене, пиçиххине, портубейĕпе кобурине куртăмăр. Кобуринче – пистолет.

Вячеслав тете салтак кутамккинчен пĕр литрлă шăвăç банка кăларса уçрĕ, турилккене какайпа хутăш пĕçернĕ пăрçа пушатрĕ. Çавăн чухне эпир пуçласа Америка тушенкине тутанса куртăмăр. Тепĕр банкине, хальхи кофе банки пеккине, кайран уçăр, терĕ.

Пĕр-пĕринсĕр тунсăхланăскерсем, вĕçĕмсĕр калаçрăмăр. Çĕрле те çывăрманпа пĕрех.

Ирхине, вĕри апат çинĕ хыççăн, пурте тетене ăсатма тухрăмăр, калаçа-калаçа Ломкăна çитрĕмĕр. Шыв арманĕн пĕви урлă каçса Суйкăна каякан çул çине тухсан уйрăлас умĕн ларса кантăмăр. Çак вăхăтра тете ТТ пистолетран персе кăтартрĕ, мана та пĕр хут пеме ирĕк пачĕ:

– Ас ту, – терĕ вăл. – Каялла тапать, хытă тыт, ан ÿкер.

Уйрăлас килмест. Анчах ним тума та çук. Темиçе минут ыталанса тăнă хыççăн тете кайма пуçтарăнчĕ:

– Вăхăт çитрĕ. Манăн каяс пулать. Çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтĕр!

Эпир тете курăнми пуличченех хускалмасăр, чĕнмесĕр тăтăмăр, шăпăртатакан куççуле çеç шăлкаларăмăр...

Ломкăра вăл вăхăтра шыв арманĕ йĕркеллехччĕ-ха. Унта Теренттей ятлă ватă старик хуралта тăратчĕ. Пулать вĕт япала: эпир вăрманта пистолетпа пенине илтнĕ те хайхискер, хăраса ÿкнĕскер, ялалла лĕпĕстетнĕ, "Нимĕçсем Ломкăна çитнĕ, пăшалтан переççĕ" тесе ял-йыш сехрине хăпартнă-мĕн.

Тĕрĕссине пĕлсен хĕрарăмсем Теренттейрен темĕн чухлех кулчĕç.

...Каярахпа эпир тете Орелпа Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăннине, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале тивĕçнине пĕлтĕмĕр. Çак медаль – унăн пĕрремĕш награди.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика