19 июня 2010 г.
ПИТĔ илемлĕ вырăнта вырнаçнă Пăчăрлă Пашьел: ял витĕрех Хултăрчă çырми юхса иртет, юнашарах – ешĕл вăрман, инçех те мар – шăнкăр-шăнкăр Пасна чĕлтĕркке хумсене хăвалать, хăйпе пĕрле таçта инçете чĕннĕнех туйăнать. Сывлăшĕ тата... Ку тăрăхри илеме каласа, çырса та кăтартаймăн – ху куçупа курса ĕненнине мĕн çиттĕр?
Шăпах çакăнта, аллă çул каялла, çил тухнă май çĕкленнĕ йывăçсен шавне пусарса хăй çут тĕнчене килнине пĕлтерсе хыттăн сас панă Н.Савельев. Ун чухне вăл ÿссен вăрман ĕçченĕ пуласса никамах та пĕлеймен.
Кольăн пурнăçĕ мĕн пĕчĕкрен вăрманпа çыхăннă темелле. Ашшĕ-амăшĕпе те, хăй тĕллĕн те сахал мар çÿренĕ вăл кунта: кăмпа-çырла пухнă, милĕк-шăпăр çыхнă. Кашни йывăç-тĕме, чечек-курăка питĕ лайăх пĕлсе ÿснĕ çут çанталăкăн çамрăк тусĕ, ыттисене те тăван тавралăха юратма хăнăхтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ача Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи çамрăк вăрманçăсен шкул лесничествин чи хастар членĕсенчен пĕри пулнă. Ахăртнех, çакă хавхалантарнă та пулĕ ĕнтĕ ăна малашнехи пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме.
1977 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă Н.Савельев. Алла аттестат илнĕ çамрăк шутласа-иккĕленсе тăман – Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытнă, 1980 çулта унти вăрман хуçалăхĕн уйрăмне ăнăçлă пĕтерсе дипломлă специалист пулса тăнă. Ăна направленипе Мари Республикинчи Килемар вăрман хуçалăхне лесничи помощникĕ пулма янă. Çак çулах Н.Савельева маларах асăннă республикăри Сурокс лесничествине лесничи помощникĕ пулма куçарнă.
Тăван енĕн тĕтĕмĕ те тутлăрах, теççĕ. Май тупăнсан, çуралнă кĕтесе килкелесех тăнă вăл. Пĕррехинче ăна Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕ П.Тихонов тĕл пулнă.
– Мĕскер, шăллăм, ют çĕрте йăлăхтармарĕ-и; - сăмах пуçарнă Петр Тихонович. - Аçу-аннÿ те кĕтсе ывăнчĕ пулĕ...
Пурнăç курнă çыннăн сăмахĕсене ăша хывнă Н.Савельев, çуралса ÿснĕ ене таврăннă. 1982 çулхи октябрьте Николай Петрович Баскак лесничествинче лесничире ĕçлеме тытăннă. Ĕçе лайăх пĕлнипе, организаторла ăсталăхĕ пысăк пулнипе палăрса тăнă вăл, çак çулсенче лесничество хăйне çирĕплетсе панă плансене пур енĕпе те ăнăçлă пурнăçласа пынă. Пĕр сăмахпа, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене ĕçлеттерме пултарнă ертÿçĕ. Обходсемпе картунсенче те яланах çирĕп йĕрке пулнă. Ĕçленĕ хушăрах 1990 çулта Йошкор-Олари политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче, ытти çĕрти пекех, вăрман хуçалăхĕнче те улшăнусем пулса иртнĕ. 1993 çулхи Çĕнĕ çула Н.Савельев Пăчăрлă Пашьел лесничествин производство участокĕн начальникĕн должноçĕнчен пуçланă.
Пурнăçăн – хăйĕн таппи, юхăмĕ. Пыра-киле вăрмана, çут çанталăк пуянлăхĕсене килес ăрусем валли упраса хăварас ыйту çивĕчленнĕ. Çавна май районта "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ туса хума палăртнă. Ăна йĕркелесе яма хастар хутшăннисенчен пĕри – шăпах Н.Савельев. 1993 çулта пулса иртнĕ çакă. Парк йĕркеленсе кайнăранпах кунта ĕçлет Николай Петрович. Малтанласа вăл вăрман сыхлавĕн инженерĕ пулнă. Тÿрех каламалла: яваплă, çав вăхăтрах канăçсăр ĕç. Инженер вара шанăçа ĕçпе тÿрре кăларма тăрăшнă. Халĕ вăл – наци паркĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ. Хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать юбиляр, районти шкулсенчи шкул лестничествисемпе тачă çыхăну тытать.
Паллах, хастар ĕç палăрăмсăр иртмест. Н.Савельев вăрмана сыхлавĕн патшалăх службинче 10, 20 çул вăй хунăшăн ятарлă паллăсене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Хăй каланă тăрăх, уншăн чи пысăк награда – каш! кашлакан вăрман, йывăçсем ăна пуç тайни. Вăрман ĕçченĕшĕн çакăнтан хакли мĕн пултăр;
Николай Петрович аллă çул тултарнине ĕненес те килмест – вăл халĕ те каччă çулĕсенчен иртмен пек курăнать. Аллă çул – паллă çул. Сăмах май, вăл вăрманçă тумне тăхăннăранпа та вăтăр çул çитрĕ.