Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхаланура – çитĕнÿ

19 июня 2010 г.

Хавхаланура – çитĕнÿ

Хăй вăхăтĕнче "Гвардеец" колхоза "Шемуршинский" совхозпа пĕрлештернĕччĕ. 11 çул иртсен, рабочисем ыйтнипе 1983 çулхи июль уйăхĕнче республикăна тата района ертсе пыракансем уйрăм "Гвардеец" совхоз туса хума ирĕк пачĕç. Совхоз директорĕ пулма партком секретарĕнче ĕçленĕ В.Никифорова шанчĕç.

В.Макаров агроном, А.Сидоров инженер, Н.Ефимов зоотехник, В.Архипов экономист тĕп специалистсен ĕçĕсене пурнăçлама тытăнчĕç. Пурте – аслă пĕлÿ илнĕ, сахал мар опыт пухнăскенсем. Г.Кудряшова, Н.Портнова, В.Смаев ферма ертÿçисем, Вячеслав Еремеев трактор бригадин бригадирĕ, Н.Антонов автомеханик, Е.Горшкова тĕп бухгалтер, Р.Самарина экономист, В.Захаров энергетик ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Тепĕр çултан Н.Дмитриев ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсен Кивĕ Шăмăршăра бригадирта, А.Иванов (энерготехникум) инженерта ĕçлеме тытăнчĕç. Пур специалистсем те 21-35 çултисем, вĕсенчен хĕрÿ вăй-хăват тапса тăрать. Çавăн пекех механизаторсемпе водительсенчен 70 проценчĕ – çамрăксем. Совхоз коллективĕ çанна тавăрса ĕçлеме тытăннă тесен, пĕрре те йăнăш пулмасть пулĕ.

Совхоз 1985 çулта кашни гектартан 32,1 центнер тĕш-тырă, çĕр улми – 148, выльăх кăшманĕ 550 центнер туса илнĕ. Кашни 100 гектар çĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх прдукчĕсем туса илессипе те – лайăх кăтартусем. Патшалăх планĕсене кашни кварталта, çулсерен чыслăн пурнăçласа пынă.

Район ертÿçисем те хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн пур енчен те сахал мар пулăшу парса тăчĕç. Кĕске вăхăтрах темелле, "Гвардеец" совхоз районта малта пыракан хуçалăхсемпе танлашрĕ. Ĕç укçине уйăхра икĕ хутчен, вăхăтра илсе тăратчĕç. Икĕ çул иртсен, экономика кăтартăвĕсем тăрăх пысăк преми (13-мĕш уйăхăн ĕç укçи теттĕмĕр) пама пуçларĕç.

1983 çулхи июль уйăхĕнче мана та, районти радиовещани передачисене хатĕрлекенскере, совхозри профком председательне суйларĕç. 5 çул ĕçлерĕм унта. Совхоз дирекцийĕпе профсоюз комитечĕ яланах ĕçлекенсем хушшинче пулма тăрăшнă. Вĕсен интересĕсене шута илме, ĕç условийĕсене лайăхлатма тĕллев лартнă. Хуçалăхри парти организацийĕпе (секретарĕ Г.Лукьянов) Васан ял Канашĕн ĕçтăвкомĕ (председателĕ Д.Чеменев) пуçаруллăхĕ те вырăнлă.

Çур акипе вырма вăхăтĕнче кашни кун, ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕсене 5,10 кунта тата уйăхра пĕрре пĕтĕмлетсе пынă. Малта пыракансене куçса çÿрекен вымпел панă, Ĕç мухтавĕн ялавне çĕкленĕ, Хĕрлĕ çăлтăр çутнă, преми панă.

Совхоз вĕр-çĕнĕ "Кубань" автобус туянчĕ. Çакă пĕтĕм рабочие хавхалантарчĕ. Кашни ĕç коллективнех черетпе Чĕмпĕр, Шупашкар, Канаш хулисене экскурсисемпе театрсене, пасарсене кайса килме нимĕнле чăрмав та пулман. Совхозра малта пыракан çамрăксен туйĕсене ирттерме тÿлевсĕрех автотранспорт парса пулăшма тăрăшнă.

Çакна та асăнса хăварма кăмăллă: çур аки вĕçленсен, механизаторсене Чĕмпĕр хули патĕнчи Сĕве юхан шывĕ хĕррине канма, уçăлма илсе кайнă. Совхоз дирекцийĕ фермăран чи самăр такана парса яратчĕ. Тутлă та техĕмлĕ какай шÿрпине хăйсемех пĕçеретчĕç. Сысна какайĕнчен хатĕрленĕ шашлăк пирки калама сăмах та çитмест. Тепĕр кунне Атăл тăрăх ятарлă теплоходпа ярăнса савăнатчĕç. Кĕркунне вара совхозăн утарĕ патне пуçтарнă. Пыл кĕрчемине ĕçсе киленнĕ. Совхозра Акатуй, Хĕле ăсатасси йăлана кĕме пуçларĕ. Пĕр мероприятире те нимĕнле шăв-шав та пулман.

Çак вăхăтра республикăри ял хуçалăх ĕченĕсен профсоюз обкомĕ питĕ пуянччĕ. Чир-чĕртен сипленмешкĕн, сывлăха çирĕплетмешкĕн санаторисемпе курортсене кайма заявка кăна пар, путевкăсем сейфа килсе те тăнă. Вĕсен хăшĕсен пĕр пайне тÿлемеллине совхоз дирекцийĕпе профсоюз комитечĕ хăйсем çине илнĕ. Çул çине кайса килме укçа парса та пулăшнă. Механизаторсемпе ферма ĕçченĕсем ВДНХна Мускава, Волгоград, Ростов тата ытти хуласене пĕр эрнене, пĕр вăхăтрах 5-10 çын кайса килмелли турист путевкисене питĕ кăмăллатчĕç. Пурне те чукун çул вокзалĕсем патне автобуспа ăсатса янă, кĕтсе илнĕ.

Çĕнĕ Тăрăн патĕнчи республикăн "Елочка" профилактори-санаторийĕнче хĕлĕпех хăйсен сывлăхне тĕреклететчĕç ял çыннисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика