Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Спортпа туслă çын пурнăçра ăнăçу тăватех»

23 июня 2010 г.

ТĂВАН Республикăн тĕп уявĕ умĕн Шăмăршăра чаплă лару-тăрура физкультурăпа спорт комплексĕ уçрĕç. «Туслăх» комплекса уçма хаклă хăнасем – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.А.Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев, ытти паллă çынсем тата район çыннисем йышлăн килнĕ.

Калас пулать, физкультурăпа спорт комплексĕ уçăласса Шăмăршăсем тÿсеймесĕр кĕтетчĕç. Икĕ бассейнлă, тренажер, кĕрешÿ, теннис тата фитнес залĕсемлĕ комплекс пысăк хуларинчен пĕрре те кая мар. Ăна хута яма 107 миллион тенкĕ уйăрнă. ФСК умĕнчи территорире – теннис кортчĕ, волейбол площадки, чупмалли çул, хоккей коробки, ача-пăча площадкисем. «Пирĕн вăхăтра кунашкал комплексем пулман. Сирĕн, çамрăксен, лайăхланмалла, аталанмалла. Районта пурăнакансем хăйсен ăсталăхне ÿстерме, республика, çĕршыв чысне чи сумлă ăмăртусенче хÿтĕлеме пултараççĕ тесе шутлатăп. Спортпа туслă çын пурнăçра ăнăçу тăватех», - терĕ Н.В.Федоров Президент Шăмăршăсене чун-чĕререн саламланă май.

Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Спорт керменне хута ярассишĕн «Суор» ООО строителĕсемпе пĕрлех Шăмăршăсем те пысăк вăй хунине палăртрĕ, пурне те тав сăмахĕ каларĕ.

«ФСК уçăлни районти çамрăксемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, – терĕ ветерансем хушшинче кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ В.П.Шуряков. - Çак стенасем спортсменсене пĕр хут кăна мар чемпион пулма пулăшасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп».

Залсенчен пĕринче çамрăк каратистсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç, Н.В. Федоров Президент вĕсемпе калаçнă май ăнăçу вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ: «Каратэ – спортăн хăйне евĕрлĕ тĕсĕ кăна мар, вăл çыннăн чи паха енĕсене – кăмăл çирĕплĕхне, пурăнма ăнтăлнине, çĕнтерме тăрăшнине – аталантарать, çак спорт – пурнăç пĕлтерĕшне ăнланма пулăшакан ăслă философи».

Физкультурăпа спорт комплексĕнче икĕ бассейн пуррине асăнтăмăр ĕнтĕ. Пĕри – сывлăха çирĕплетмелли занятисем валли тата ачасене ишме вĕрентмелли, тепри – спорт тĕллевĕскер, район, республика тата çĕршыв пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем ирттерме те меллĕ. Спорт çуртĕнче ташă залĕ, сиплевпе кану центрĕ, администраци пÿлĕмĕсем те пур.

«Спорт керменĕ спорт патриотизмне вăратма çеç мар, культура патриотизмне аталантарма та пулăштăр», - терĕ Президент Шăмăршăсемпе ăшшăн сыв пуллашнă май. Николай Васильевич физкультурăпа спорт комплексне хаклă парне – тренажерсен комплектне илмелли свидетельство пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика