Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлен, чечеклен, Чёваш Ен

23 июня 2010 г.

ИЮНĔН 24- мĕшĕ – Чăваш Республикишĕн, унта пурăнакан мĕн пур халăхшăн чăннипех те пысăкран та пысăк уяв. Шăпах çак кун, тăхăр вунă çул каялла, 1920 çулта, Халăх Комиссарĕсен Совечĕ тата ВЦИК "Чăваш Автономи облаçĕ çинчен" Декрет йышăннă.

Çак тапхăрччен маларахри истори çинче чарăнса тăрар-ха. 1917 çулхи ноябрьте Совет Правительстви Раççей халăхĕсен прависен декларацине пичетлесе кăларнă. Унта пĕртанлăх, суверенитет прависене уçăмлăн палăртнă. Çак документа пула чăваш халăхĕ те ирĕклĕх правиллĕ пулса тăнă.

Тепĕр паллă пулăм – 1920 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Наркомнац çумĕнчи Чăваш уйрăмĕ ВЦИКа РСФСРти территорисен çĕнĕ пайланăвĕсем пирки ыйту тăратнă. Пĕтĕм Раççейри чăвашсен пĕрремĕш совечĕ те çакна ырланă. Çак çулах, июнĕн 24-мĕшĕнче, РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕпе ВЦИК маларах асăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ Декрета йышăннă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ пирĕн республикăмăрăн аталанăвĕ.

Чăн-чăн уяв пулса тăнă çакă чăваш халăхĕшĕн. Политикăпа ĕç активлăхĕ те палăрмаллах ÿснĕ, вĕрентÿпе культура сферисене аталантармалли майсем лайăхланнă. Сăмахран, уяв кунĕсенче Чăваш Автономи облаçĕн Ревкомĕ Шупашкарта Хресчен çуртне тума, университет, наци театрне уçма, Шупашкарпа Шăхрана чукун çулпа çыхăнтарма, Шăхрана Канаш ят пама йышăну кăларнă. Çак çулах Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмĕ те уçăлнă, халăхра хут пĕлменлĕхе пĕтерес юхăм вăйланнă.

1925 çулхи апрельте Чăваш Автономи облаçĕнчен ЧАССР туса хунă, 1992 çултанпа унăн статусĕ – Чăваш Республики – Чăваш Ен.

Чăваш Республики аталанса пынăçемĕн Шăмăршă районĕ те тĕрекленсе вăй илчĕ, палламалла мар улшăнса çĕнелчĕ. Республика кунĕ – районта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисемшĕн те пысăк уяв.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика