26 июня 2010 г.
АСЛĂ ÇĔНТЕРŸ 65 çул тултарнине пурте чаплăн паллă турăмăр. Хаçат-журналсем, радио-телевидени вăрçă çинчен анлăн çутатса тăратчĕç. Çак передачăсем тарăн шухăша яраççĕ. Вăрçă çулăмĕ никама та пĕçертмесĕр хăварман пуль пирĕн çĕр-шывра.
Манăн икĕ мăн асатте, икĕ мăн кукаçей те вăрçă хирне тухса кайнă. Элекçей мăн асатте вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хыпарсăр çухалнă. Мăн кукаçей Кирле вăрçăран чире кайса килнĕ, нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Митюк мăн асаттепе Михал мăн кукаçей çапăçу хирĕнчен сывах таврăннă, вăрăм та хисеплĕ ĕмĕр пурăнса ирттернĕ.
Пĕррехинче, вăрçă çинчен илемлĕ фильм курса пĕтерсен, атте пире çапла каларĕ: «Атьăр-ха, ывăлăмсем, эпĕ сире Михал мăн кукаçăрăн хаклă парнине кăтартам». Кун хыççăн, шифоньерăн çÿлти сентринчен сархса кайнă сăн ÿкерчĕксен пысăках мар альбомне илчĕ. Альбомра мăн кукаçей хăйĕн биографине те çырса хăварнă.
«Эпĕ мăн кукаçăрăн аслă мăнукĕччĕ, вăл мана шутсăр юрататчĕ, - терĕ атте. – Тен, çавăнпах пулĕ хăйĕн пурнăç çулĕ-йĕрĕ çинчен çырнă альбомне тата сăн ÿкерчĕкĕсене мана парнелесе хăварчĕ: «Упра, чĕппĕм, ан çухат, санăн икĕ ывăл, вĕсене парнелĕн, ачусем хăйсен ачисене парĕç, мана ырăпа асăнĕç».
Манăн мăн кукаçей Михаил Федотович Яковлев 1915 çулта Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Çăмăл пулман унăн пурнăçĕ. 2 çулта чухнех тăлăха юлнă, амăшĕсĕр ÿснĕ. Шкула 2-3 çул çÿренĕ. Пĕве кĕрсенех çамрăка Ленинград хулине вербовкăпа ĕçлеме илсе кайнă. Унтан таврăнсан 17 çулхи каччă Горький хулине çул тытнă, автозавода ĕçлеме вырнаçнă. 1937 çулта салтак атти тăхăннă чăваш йĕкĕчĕ. Кавалеристсен 105-мĕш полкĕнче, Борисово ятлă хулара службăра тăнă вăл. Çулĕ вăрăм пулнă унăн, служба шăпи таçта та илсе çитернĕ. 1939 çулхи сентябрьте чаç Польша границине çитнĕ. Юлашкинчен çав çулах Вильнюсра чарăнса вырнаçнă.
Ун чухне Михаил Яковлев хĕрлĕ армеец штаб начальникĕн ординарецĕ пулнă, 2 лаша пăхнă. 1939 çулта, ноябрьте полк Литва граници урлă каçнă, 1940 çулта, июньте Каунаса çитнĕ. 1940 çулта, октябрьте салтак служба срокне вĕçлесе киле таврăннă.
Михаил Яковлев колхоз ĕçне пуçăннă, уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Хăй валли килĕшÿллĕ мăшăр тупнă, чун юратнă Уриккепе пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Ырă вăхăт нумая тăсăлайман, мал ĕмĕтсене хăрушă вăрçă татнă. Ĕнерхи салтак тăван килĕпе, савнă мăшăрĕпе сыв пуллашса 1941 çулхи августăн 19-мĕшĕнче юнлă вăрçа тухса кайнă.
Малтанласа Михаил Яковлев Ярославль хулинче вĕренÿ полкĕнче пулнă. Вĕренĕве вĕçлесен зенитнăй артиллери разведчикĕ пулса тăнă. Çапăçнă май нумай хуласем хыçа юлнă: Мурманск, Кондалакша, Петрозаводск. 1942 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче вĕсен полкĕ Мускаври парада та хутшăннă.
Ялан малалла утнă салтак. Çывăрмасăр, çителĕклĕ çимесĕр. Артиллеристсем ытти чаçсемпе пĕрле кунĕн-çĕрĕн тăшмана хăваланă. Варшава, Польша хыçа юлнă, Германи çĕрĕ çине кĕнĕ. Çĕнтерÿ кунне Лондсберг ятлă хулара кĕтсе илнĕ салтак.
1945 çулхи ноябрьте паттăр салтак киле таврăннă. Пурĕ 7 çул хÿтĕленĕ, сыхланă Тăван çĕр-шыва мăн кукаçей.
Çуралнă кил ырă хыпарпа кĕтсе илмен çĕнтерÿçĕне. 1942 çулта тетĕшĕ вилнĕ иккен, 1943 çулта ашшĕ çĕре кĕнĕ.
Çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ салтак. Колхозра бригадирта, вăрман хуçалăхĕнче лесникра, платникре вăй хунă кукаçей. Тĕреклĕ те çирĕпскер, тирпейлĕ те маттурскер, хуть-хăш ĕçе те парăнтарнă. Капмар шурă çурт лартнă. Савнă мăшăрĕпе 6 ача пăхса çитĕнтернĕ. Мăшăр çумма-çуммăн 66 çул пĕрле утнă, хуйхă-суйха пĕрле пайланă, йывăрлăхсене парăнтарнă.
Альбомра чуна пăчăртакан сăмахсем сахал мар: «Хăрушă вăрçă нушине нумай куртăм. Ачамсем, сирĕн хăвăрăн ĕмĕрĕрте те, ачăрсен ачисен ĕмĕрĕсенче те çавăн пек тискерлĕх курмалла ан пултăрччĕ», - çырать ватă салтак.
«Ватăлтăм, нумай пурăнтăм, Турра тавтапуç! Пĕчĕк мăнукăмсем, Русланпа Артем, паттăр пулăр, салтака юрăхлă пулăр. Ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр», - пехиллет ват кукаçей.
«Кукаçине хисепленипех çăвара пирус хыпмарăм, - аса илет атте. – Пĕрре мана хăй çумне лартрĕ те çапла каларĕ: «Мăнукăм, юнлă вăрçă хирĕнче те, чăтма çук йывăр вăхăтра та эпĕ çав наркăмăша çывара хыпман, пурнăçа шутсăр юратнă. Эсĕ те, ачам, ан ашкăн!» Çак сăмахсене эсир те пуçа чикĕр, нихçан та ан манăр», – тет атте.
«Юлашки çулсенче кукаçейĕн куçĕ япăхланчĕ, - калаçăва хутшăнать анне. – Çавăнпа Çĕнтерÿ кунĕнче ирттерекен митингсене хутшăнаймастчĕ. Пĕррехинче митинг хыççăн киле таврăнтăм, лавккаран мăн кукаму тухрĕ. Мана курчĕ те: «Ах, кинĕм, хама япăх туятăп, тархасшăн киле ăсатса яр-ха», - терĕ. Пÿрт алăкне уçса ярсанах мăн кукамай «ахлатма» пăрахрĕ, ман çине чее куçĕпе пăхса илчĕ те: «Михал, пăх-ха, сана Çĕнтерÿ кунĕпе саламлама кам килчĕ; Халь уяв тăвăпăр», - терĕ. Мана курсан ватă ветеранăн куçĕ шывланчĕ, хăй чунтанах хĕпĕртерĕ: «Тавах, кинĕм, мана сума сунăшăн», - терĕ. Çак уяв ман чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ. Ват кукамай хăйĕн мăшăрне çавнашкал уяв туса чыс тума, кăмăлне тупма, юрама пĕлни мана чунтанах савăнтарчĕ. Хам малтанах кайса саламлама ерçейменшĕн, чухлайманшăн питĕм хĕрелчĕ. Тен, пĕр-пĕрне сумлама, упрама пĕлнипех пуль ватăсем вăрăм та сумлă ĕмĕр пурăнчĕç», - терĕ анне.
Альбома вуласа тухнă хыççăн паттăр салтакпа тĕл пулнă пекех туятăп,. Мăн кукаçей пек паттăр çынсем тăшмана тустарнă чух Аслă Çĕнтерÿ айккине юлма пултарайман. Эпĕ тата тăванăмсем телейлĕ пулччăр, тăнăç пурнăçпа пурăнччăр, тесе пирĕн тăватă çывăх тăван вăрçă хирĕнче пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнă, Çĕр-шыва хÿтĕленĕ. Ытти кил-йышра та çакăн пекех пулнă.
Чыс та мухтав çĕнтерÿçĕ-салтаксене! Эпир вĕсене нихăçан та манас çук. Вĕсем яланах пирĕн чĕрере пурăнĕç.