Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрпăк – тетте мар

26 июня 2010 г.

Çу кунĕсем çитнĕ май, пушар тухас хăрушлăх ÿсни пирки асăрхаттарсах тăма тивет. Ачасен каникулĕ вăхăтĕнче районта пушарсен шучĕ вăтамран 3-5 тĕслĕх таранах ÿсет. Вутпа асăрхануллă пулмалли çинчен ачасене ашшĕ-амăшĕн те, вĕрентекенсен те, воспитательсен те ăнлантарса, ас тутарсах тăмалла. Шăрпăка алла тытни, унпа асăрханусăр пулни инкек кÿме пултарнине каласа ĕнентермелле.

Хаклă ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем! Инкек ан пултăр тесен, пирĕн пурин те ачасем аллине шăрпăк ан тытчăр тесе тăрăшмалла. Вĕсене электроприборсемпе электричество тата газ плитисем патне çывăха ямалла мар. Сирĕн килте пĕчĕк ача пулсан, ĕçлесе ларакан телевизор, электроприбор е газ чĕртсе ăна пÿртре пĕччен ан хăварăр.

Ачасене усал йăласене ан вĕрентĕр, вĕсен умĕнче пирус ан туртăр. Пирус тĕпне ăçта çитнĕ унта ан пăрахăр. Тĕттĕм вăхăтра хут çунтарса çутă ан тăвăр. Юсавсăр электроприборсемпе те усă курма тăрăшмалла мар. Вĕсенче хăй тĕллĕн сÿнсе ларакан автомат лартнă пулсан шанчăклă. Ас тăвăр: асăрхаман пĕчĕк кăлтăк пысăк инкек патне илсе çитерет.

Ачасем пушарта çунса вилнин сăлтавĕсенчен пĕри – пĕчĕкскерсем хăрушлăхра хăйсене тытма пĕлменнинче. Пушар вăхăтĕнче ачасем кравать, сĕтел айне пытанса лараççĕ. Çавăнта инкек ярса илет те вĕсене. Çавăнпа та ачасене пушартан е тата ытти хăрушлăхран тухмалли мелсем пирки каласа вĕрентмелле.

Килте ачасемшĕн – ашшĕ-амăшĕ, ача садĕнче – воспитательсем, шкулта – вĕрентекенсем яваплă. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси пурин асĕнче те пулмалла, ăна яланах пăхăнса пурăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика