Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шăпчăксем» юрланă чух...

30 июня 2010 г.

«Шăпчăксем» юрланă чух...

РАÇÇЕЙ Çамрăкĕсен кунне халалласа, Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ умĕнчи площадьре «Çамрăк сасăсем» эстрада юррисен фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ.

Фестивале район пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева уçнă, пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.

«Соло-вокал» номинацире Ульяновскран килнĕ Диана Фаттаховапа Пуянкасси ял поселенийĕнчи Ольга Муравьева чи илемлĕ юрланипе палăрнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Кивĕ Чукал ял поселенийĕнчи Анюта Мандрюковапа Шăмăршă ял поселенийĕнчи Екатерина Порфирьева.

«Дуэт» номинацире Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕсем Настя Хамановапа Нина Чемерова – пĕрремĕш, Васан ял поселенийĕнчи Жанна Антиповапа Алена Ильина – иккĕмĕш, «Автор юрри» номинацире Кивĕ Чукал ял поселенийĕнчи Анюта Мандрюкова пĕрремĕш вырăн йышăннă.

«Çамрăк сасăсем» фестиваль гран-прине вара Шăмăршă ял поселенийĕнчи Татьяна Давыдова тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика