Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă кулă çиçтĕр сăн-питре

30 июня 2010 г.

Васан ялĕнче пурăнакан халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Анна Алексеевна Сандиерова 85 çул тултарчĕ.

Вăл пĕтĕм вăй-халне çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Йывăр вăхăтра - 1925 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Элекçейпе Маша Кузьминсен иккĕмĕш хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем ялта тĕреклĕ хресченсем шутланнă. Хура çĕр çинче тертленнĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Самана çилĕ туллашнă вăхăтра вĕсене тустарнă, тыррине, выльăх-чĕрлĕхне илсе тухса кайнă. Асаплă пурнăçа пăхмасăр Элекçей Аннăна вĕрентесшĕн ăнтăлнă. Саккăр тултарсан, 1933 çулта, Анна Васанти пуçламăш шкула вĕренме кайнă. Акă мĕнле аса илет манăçми вăхăта Анна Алексеевна:

– 1-2 классенче Владимир Матвеевич Исаев çуртĕнче вĕрентĕмĕр. Асаттене эпĕ питĕ юрататтăмчĕ. Вăл васкасах шкула кайма çĕнĕ çăпата туса пачĕ. Урасене ан ыраттарччĕр тесе кантрине сÿсрен яврĕ. Çире пир кĕпеччĕ. Саппунне анне сурпан вĕçĕнчен çĕленĕ. Шурă пиртен çĕленĕ сумккана хулпуççи урлă ярса çÿреттĕм.

Анна шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. 1940 çулта 7 класс пĕтерсен Федор Ларионовпа пĕрле Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕнĕ. (Сăмах май каласан, Федор Александрович кайран район хаçачĕн редакцийĕнче чылай ĕçленĕ).

Ун чухне вăтам тата аслă шкулсенче укçа тÿлесе вĕренмелле йĕрке пулнă. Паллах, ялти хресчен ачисенчен кашниех 150 тенкĕ тупма пултарайман. Çак сăлтава пулах Анна Алексеевна каялла таврăннă. "Чĕмпĕрти чăваш шкулне тепĕр çул каятăпах", - тесе ĕмĕтленсе пурăннă.

Анчах та 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тапранса кайнă. Аннăн ĕмĕтне çапса хуçнă. Учителе вĕренсе тухас ĕмĕт ăна пурĕпĕрех канăç паман. Вăрçă пуçланнă çул Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕнĕ .Çак вăхăта аса илсен, Анна Алексеевна ассăн сывласа сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ:

– Выçăллă-тутăллă пулсан та тăрăшса вĕренеттĕмĕр, тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăнаттăмăр.

Часах аттене те вăрçа кайма повестка пачĕç. 86 çула çитнĕ асатте, тĕрĕк вăрçинче пулнăскер, хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне 3-мĕш вăрçăран çĕнтерÿпе таврăнма пехиллесе ячĕ. (Сăмах май каласан атте граждан вăрçинче пулнă). Ун чухне хĕрĕх виççĕреччĕ атте. Анне пурĕпĕрех тÿсĕмлĕччĕ, куççульне кăтартасшăн марччĕ. Виçĕ хĕрне çитĕнтерес тесе колхозра тăрăшса ĕçлерĕ. Вăрçă нушине пăхмасăр мана та вĕрентсе кăларчĕ.

Çапла 1944 çулта Анна Алексеевна педучилищĕрен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Кивĕ Чукалти 7 çул вĕренмелли шкулта учительте ĕçлеме пикеннĕ. Коллектив ăна ăшшăн кĕтсе илнĕ. Çамрăк учителе шкул директорĕ Вера Драгунова хавхалантарса-пулăшса пынă. Анна Алексеевна ĕçе хăвăрт хăнăхса çитнĕ. Ачасен чунĕ патне çул хывма пултарни ăна питĕ савăнтарнă. Часах Анна Алексеевна хăйĕн юратнă каччипе, М.В.Сандиеровпа, пĕрлешнĕ. Михаил Васильевич çар çынни - офицер пулнă. Телейлĕ çамрăк мăшăр ялта нумай пурăнайман, Иркутск хулине тухса кайнă. 6 çул пурăнсан вĕсем тăван яла таврăннă.

Анна Алексеевна Пуянкасси шкулĕнче ĕçленĕ. 1957-1983 çулсенче вара Васанта пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ, тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă. Кашни ачан пултаруллăхне аталантарма ăнтăлнă.

Анна Алексеевна ачасене чунтан юратнă. Çамрăк учительсем килсен вĕсене професси вăртăнлăхĕсене уçса пама ÿркенмен. Ырă кăмăллă учителе ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисепленĕ. Уроксем хыççăн та Анна Алексеевна ахаль ларман. Яланах халăх хушшинче пулма тăрăшнă. Общество ĕçĕнчен, ялти, шкулти пурнăçран нихăçан та пăрăнман. Клубра лартакан пĕр концертпа спектакльтен те юлман. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă учитель "Ĕç ветеранĕ", "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ.

Чунĕпе илемлĕ пулнишĕн, çынна ăнланма пĕлнишĕн юратаççĕ Анна Алексеевнăна ял çыннисем. Вăл вĕрентнĕ ачасем те ăна манмаççĕ, уявсенче, çуралнă кунпа саламлаççĕ.

Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем те сывлăх, иксĕлми телей сунаççĕ.

Юратнă, хисеплĕ Анна Алексеевна! Сире паллă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Эпир сире яланах асра тытатпăр, пĕрле пулма тăрăшатпăр. Сирĕн сăн-питĕрте кашни кунах ăшă кулă çиçтĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика