Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă чир

30 июня 2010 г.

ЫВĂЛĂР е хĕрĕр чăркăшнине, килтен туха-туха кайнине, уроксене сиктернине, нимĕнпе те кăсăкланманнине, кăмăлĕ тăтăшах улшăннине туятăр-и; Хушăран хаяр вăл, час-часах улталать, килтен укçа, хаклă япаласем çухалаççĕ. Хăш чух вăл хăйне ÿсĕр çын евĕр туять, кăшт тайкаланать, анчах хăйĕнчен эрех шăрши кĕмест. Куçĕсем тĕлли-паллисĕр пăхаççĕ, вĕсене яланах айккине тартать, телефонпа вăрттăн калаçать, ыйхи таçта çĕтет. Çакăн евĕр лару-тăрура тимлĕхе ÿстерни пăсмасть.

Çакăн сăлтавĕ наркотик пулма пултарнине ашшĕ-амăшĕ тÿрех тавçăрса илеймессе те пултарать.

Мĕнлерех пулмалла-ха аслисен; Енчен те ывăл е хĕр тĕрĕс мар çул çине тăчĕ пулсан унпа лăпкăн çеç калаçма тăрăшмалла, специалистсем патне васкамалла. Маларах сипленме пуçласан çак чиртен хăтăлма ансатрах. Тÿрĕ çултан пăрăннă ывăла е хĕре хăрушă наркăмăш çынна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн «кăшланине», вăл сывлăха анчах мар, çынлăха пĕтернине ăнлантарса памалла.

Наркотик серепине ытларах ачасемпе çамрăксем çакланаççĕ. Пĕтĕмпех пĕлес, пурне те тутанса курас килни тÿрĕ çултан пăрать нумайăшне. Килти кăткăс лару-тăру та, ăнланулăхпа килĕшÿ çукки, аслисем ачине тимлĕх уйăрманни чир сăлтавĕ пулма пултарать. Наркотик туянма укçа-тенкĕ шыраса йĕркеллĕ этемех криминал çулĕ çине тăрать. СПИД е ытти хăрушă чир ертес хăрушлăх ÿсет. Наркоманăн кĕске вăхăтрах пĕтĕм организмĕ хавшаса çитет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри темиçе уйăхрах пурнăçран уйрăлать, теприсем 5-8 çул асапланаççĕ.

Аслисен ачасемпе яланах тимлĕ пулмалла. Пушă вăхăта пĕрле ирттерни, час-часах уçăлма çÿрени, ачан савăнăçĕпе хуйхине пĕрле пайлани, унăн пурнăçĕпе, ĕмĕт-тĕллевĕпе кăсăкланни сире çывăхрах пулма пулăшĕ. Ывăл-хĕре шанни вĕсене ашшĕ-амăшĕ патне ытларах туртăнма, вăрттăнлăхĕсене уçса пама май парĕ. Çав вăхăтрах ачана яваплăха туйма хăнăхтармалла, наркотик сиенĕ пирки унпа пĕчĕкренех калаçу пуçармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика