Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет...

03 июля 2010 г.

ХĂШ-ПĔР районта кăçал çумăр пач çуман. Ял хуçалăх культурисем епле çитĕнеççĕ-ши; ЧР Ял хуçалăх министерствипе çыхăнтăмăр.

– Патăрьел тăрăхĕнчех акă тăпран 20 сантиметр тарăнăшĕнче нÿрĕк нуль процентпа танлашать, – пĕлтерчĕ министр çумĕ Сергей Павлов. – Ку – çĕр йăлтах типсе çитнине пĕлтерет. Елчĕкпе Шăмăршă районĕсенче те лару-тăру йывăр. Çурхи культурăсенчен тухăç илес шанчăк сахал. Çавăнпа вĕсене çулса сенажа яма сĕнетпĕр. Нимĕн те тăваймăн, кăçал ял хуçалăхĕ çухату тÿсесси паллă. Унăн калăпăшне çак кунсенче малтанласа шутласа палăртăпăр.

«Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем хурт-кăпшанкă вăйлă хунасран сыхă пулма, çивĕч кĕрешме сĕнеççĕ. Пахча-çимĕçе, улма-çырла йывăççисене ирĕн-каçăн шăвармаллах. Çиелтен çеç ячĕшĕн шыв сапнин усси çук, пăсланса çухалать çеç. Тымар патне çитиччен шăвармалла, çĕр пичĕ кушăхсанах нÿрĕк тытма тăпрана темиçе сантиметр таран çемçетмелле. Пĕр пахчаçă чие, слива, улмуççи тавра çĕре шыв лайăх тытăнса тăма кăштах чавса уçать, вун-вун витре шăварать. Кайран тăпрапа каялла хуплать. Шывăн пĕр грамĕ те пăсланса çухалмасть, йăлтах тымар патне каять.

Район территорийĕнче пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк. Кÿршĕллĕ Марий Эл республикинче, ав, çĕр-çĕр гектар вăрман çунать, тĕтĕмĕ пирĕн пата та çитрĕ.

Вут-кăвартан çав тери асăрхануллă пулмалла, уйрăмах ачасене куçран вĕçертмелле мар. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика