03 июля 2010 г.
ШĂРĂХ та типĕ çанталăк çĕр ĕçченĕн кăмăлне нумай пăсать. Ытарма çук илемлĕ шăтса тухнă калча йĕркеллĕ ÿсеймерĕ, тыр-пул тухăçĕ те пысăк пулас çук.
Анчах алла усса ларма юрамасть, мĕн акни-лартнине пăхса çитĕнтерессишĕн кашни кунах вĕри тар тăкмалла. Май пур таран ытларах выльăх апачĕ хатĕрлесчĕ, килес çулхи тухăç пирки те паянах тăрăшасчĕ. Пурнăç – малалла, тăван уй-хире юратсан çăкăрсăр лармăпăр-ха. Синоптиксем çак уйăхра çумăрсем пуласси çинчен шантарни те кăштах та пулин кăмăла çĕклет.
«Типĕ çанталăк кÿрекен сиен сехетсерен пысăкланса пырать – çакна курмасăр тăма май çук, - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче. – Çапах та çак условисенче ĕçлемелле, тивĕçлĕ кăтартусем тумалла».
Кăçалхи шăрăх 1972 çулхи çу кунĕсене аса илтерет. Çав çул çĕр улми те пулманччĕ. Улăм та пин-пин çухрăмран турттартăмăр. Кăçал ун пек пулмасса шанас килет. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан çĕр-анне пире пăрахмĕ-ха.