Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эп – пенсире», - тет кăлава, çÿп-çап сăнсăрлатать яла...

03 июля 2010 г.

«Эп – пенсире», - тет кăлава, çÿп-çап сăнсăрлатать яла...

ШĂМĂРШĂ районĕ республикăра чăн малтисен шутĕнче кашни ялтах çÿп-çап пухмалли контейнерсем вырнаçтарчĕ. Малтанхи тапхăрта, вĕсене вăхăтра пушатсах тăнăран, ял урамĕсем чылай тирпейленчĕç, илемленчĕç. Палтиелĕнче те çаплаччĕ. Паян вара кунта пачах урăхла ÿкерчĕк: çÿп-çап контейнерĕсем саккунсăр свалкăна аса илтереççĕ, ял ятне яраççĕ.

Палтил ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Ахмеров çак йĕркесĕрлĕх патĕнчен кунне икĕ-виçĕ хут та иртсе çÿрет, анчах ялта тирпей-илем тăвассишĕн тăрăшни курăнмасть. Депутатсем те тирпей çине алă сулнă.

Мĕн пуррине салатма, çĕмĕрме вара питĕ лайăх пĕлеççĕ кунта. Акă Палтиелпе Хайпăла хушшинчи çĕнĕ кĕпер куç умĕнчех юрăхсăра тухса пырать. Асфальт çула та ватаççĕ. Ялта йĕрке пулсан, тирпейлĕ пурăнсан хамăршăнах лайăх мар-ши;

Патирекре те тирпей сахал, хыт-хура ашкăрса ÿсни урама илем кÿместех ĕнтĕ. Алла çава тытса вĕлтĕренпе эрĕме çулса пăрахасчĕ те,.. Çук çав, такам килсе туса парасса кĕтеççĕ.

Çÿп-çап ăшне путнă ялсенче чир-чĕр сарăлас хăрушлăх та пур. Тен, кунта саккун вăйĕпе усă курмалла;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика