Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «МЕРЧЕН» – Питĕр хулинчи чăвашсем патĕнче

03 июля 2010 г.

ÇĔРТМЕ уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Васанти халăх музейĕ çумĕнчи ачасен «Мерчен» халăх фольклор ансамблĕ Санкт-Петербургра пурăнакан чăвашсен Акатуйне хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Пирĕн корреспондент ансамбль ертÿçинчен, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен Г.Н.Ларшниковран çак çул çÿрев çинчен каласа пама ыйтнă.

– Герман Николаевич, кам йĕркеленипе кайма пултартăр çак çывăх мар çул çÿреве; Укçа-тенкине ăçтан тупма пултартăр;

– Шупашкарта кăçал çеç йĕркеленнĕ республикăри çамрăксемпе ĕçлекен «Салам» ятлă центр çĕршывăн çурçĕрти тĕп хулине пырса курма сĕнсен, эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Сăмах май, çак центр директорĕнче пирĕн ентеш, хăй те ача чухне «Мерчен» ансамбльте юрланă Кивĕ Шăмăршă хĕрĕ, халĕ чăвашсен паллă юрăçи Светлана Михайловна Яковлева ĕçлет. Вăл сĕннипе ĕнтĕ Питĕрти чăвашсен культура автономийĕ «Мерчене» хăйсен Акатуйне хутшăнма, чăвашсен ташши-юррипе савăнтарма ыйтса йыхрав ячĕ. Чăваш Енрен «Мерчен» ансамбльпе пĕрле чăвашсен паллă юрăçисем Светлана Яковлева, Петр Ермолаев, Алексейпе Андрей Шадриковсем, Типшĕм Сашук (Александр Егоров) тата Шупашкарти «Авангард» ташă ушкăнĕ те пулчĕç.

– Йÿнĕ мар инçе çула мĕнпе кайма тухрăр;

– Кайма эпир «Попутчик» евĕрлĕ пысăк автобуспах кайрăмăр. Çул укçине ачасен ашшĕ-амăшĕ тÿлерĕ. Апат-çимĕçе «Салам» центр хатĕрлесе тухнă. Чей вĕретмелли хатĕрсем вара автобусрах пурччĕ.

– Çул çÿрев çинчен кĕскен каласа параймăр-ши;

– Шупашкар, Чулхула, Владимир, Мускав, Клин, Новгород тата ытти хуласене хыçа хăварса çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирхине эпир Санкт-Петербург хулине çитрĕмĕр. Хулари Çĕнтерÿ лапамĕнче, Ленинграда хÿтĕлекенсене асăнса лартнă монумент çывăхĕнче пире хамăрăн ентеш Николай Яковлевич Измуков (Васан ялĕнче çуралнă) усламçă тата çак хулари чăвашсен культурăпа наци центрĕн председателĕ Ольга Вениаминовна Немцова кĕтсе илчĕç. Кафере апат çитернĕ хыççăн пире çак ытарма çук чаплă та илемлĕ хула тăрăх экскурсие илсе тухрĕç. Чи малтанах Раççей патшисен Петродворецри илемлĕ çурчĕсене, канмалли вырăнсене, тĕнчипех паллă фонтансене курса тĕлĕнтĕмĕр. Çавăнтанах финн заливĕн хĕррине тухса тинĕс шывĕпе килентĕмĕр, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турăмăр. Кронштадт крепоçĕ те çакăнтан инçе мар иккен, курăнсах ларать.

Малалла хула варринчи утрав çинче вырнаçнă Петропавловск крепоçне, Исаакиевски тата Казански соборсемпе, Кунцкамера, Смольнăй çурчĕсемпе, тĕрлĕрен архитектурăпа культура палăкĕсемпе, Грибоедов каналĕ, Фонтанка, Мойка шывĕсем çинчи тĕлĕнмелле кĕперсемпе, Нева шывĕ çинче ларакан легендарлă «Аврора» крейсерпа, Васильевски утрав çинчи Стрелкăпа, Невский проспектпа, Адмиралстейство башнипе, Хĕллехи Дворец çурчĕпе (халĕ Эрмитаж) тата ун умĕнчи лапампа, 1-мĕш Петĕр патшана халалланă «Медный всадник» палăкпа тата тĕрлĕ-тĕрлĕ чаплă вырăнсене каçченех курса çÿрерĕç ачасем. Шăпах эпир «шурă каçсем» («белые ночи») вăхăтĕнче пултăмăр Питĕр хулинче. Çур çĕр иртсен хĕвел анса илет те каллех хăпарма пуçлать.

– Пурăнма ăçта вырнаçтарчĕç вара сире;

– Каç выртма пире хуларан инçех мар вырнаçнă пĕр ялти дачăна илсе кайрĕç. Унта пирĕн валли тутлă апат-çимĕç, вĕри мунча хатĕрччĕ.

– Сирĕн ушкăна Акатуйра мĕнлерех кĕтсе илчĕç;

– Тепĕр кунхине хула хĕрринчи вăрман уçланкинче Питĕрти чăвашсен Акатуйĕ пулса иртрĕ. Кунта эпир, ытти артистсемпе пĕрле, чăвашлăхшăн тунсăхланă ентешсене хамăрăн ташă-юрăпа савăнтартăмăр. Уйрăмах ватăрах çынсем хăйсен пысăк савăнăçне пытармарĕç. Вĕсем пирĕн ачасене пыра-пыра ыталарĕç, куççуль витĕр тав сăмахĕсем каларĕç, парнесем пачĕç. Санкт-Петербургри чăвашсен автономи ертÿçи «Мерчене» Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Каçченех савăнчĕç чăвашсем Акатуйра.

Уяв хыççăн эпир хамăрăн канмалли яла çитрĕмĕр, мунча кĕрсе тасалтăмăр. Пирĕн ентеш Н.Я.Измуков ачасене асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ. Каннă хыççăн, çур çĕр иртсен, каçхи хула çутисене, Нева юхан шывĕ çинчи кĕперсем çĕкленсе уçăлнине курса килентĕмĕр. Ирхине 3 сехетре пире Питĕрти чăвашсем киле ăсатрĕç, татах та килсе чăваш юрри-ташшипе савăнтарма ыйтрĕç. Çак вăхăтра кунта юхтарса çумăр çуса иртрĕ...

– Герман Николаевич, ăшă калаçушăн тавах сире. Эсир малашне те халăха чăваш юрри-ташшипе савăнтарасса шансах тăратпăр, ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика