03 июля 2010 г.
Тунсăх мар, туслăх пултăрччĕ сывă
Шурă лили пекех тап-таси.
Эс те, эп те тахçан пулнă çывăх.
Халь пулать-ши çакна юсасси;..
«Каçарсам эс мана, каçарсам» сăвăран илнĕ якатсах çитереймен çак йĕркесене. Вĕсене Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче пурăнакан Валериан Акимов шăрçаланă. Район хаçатĕнче тăтăшах пичетленет вăл. Валериан килтен тухса çÿреймест-мĕн, ура шăмми чирлĕ, çирĕплĕхĕ çукран уçă сывлăша лекмелли пĕртен-пĕр шанчăкĕ – икĕ пĕчĕк те икĕ пысăк кустăрмаллă кÿме. Ачаллах тĕнчене çапла сусăр килнĕ пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Ялти шкулта вун пĕр çул вĕренсе те пĕлÿ çуртне сайра хутра кăна тантăшĕсене курма кайкаласа килнĕ. Апла пулин те мĕн пур предмета тарăннăн шĕкĕлчесе пынă, ыттисемпе танах Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытнă, лайăх паллăсемлĕ аттестата кăкăр çумĕнчи кĕсйине чикнĕ. Тепри пулсан – çакăнпа лăпланать те текех нушаланам мар тесе йăвине кĕрсе ларать. Валериан вара Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалне çул тытнă, ултă çул куçăмсăр майпа вĕренсе 2006 çулта юрист дипломне илнĕ. Манар мар: çын пулăшмасăр пĕр утăм тăвайман каччă – аслă пĕлÿллĕ специалист!
Валерианăн килĕнче интернетпа çыхăннă компьютер пур. Унран канаш ыйтма аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем килсе çÿреççĕ. Аслăраххисем те тĕрлĕ консультаци илме васкаççĕ. Ял çыннине право воспитанийĕпе культурине пĕлни çитмест. Кашнинех май пур таран пулăшу пама тăрăшать пысăк тавра курăмлă çын. Усă тунипе хăй те кăмăллă, ял-йыш та тав тăвать.
Шăмăршă районĕнче сусăр ачасем е вун саккăра çитмен инвалидсем 78-ăн. Çулланнă инвалидсем (çамрăкранах чирлисем те çавăн чухлех) пур. Чылайăшĕ нерв системи пăсăлнипе, чĕре чирĕпе, ДЦПпа нушаланать. Çуралнă чух сиенленсе юлнисем те сахал мар. Ку чухне çын валли амак пайтах. Пач çÿрейменнисене уйрăмах шел. Паллах, ăс-тăн енчен аталанса çитейменни те чылай.
– Чĕрĕ чун чĕри чĕн мар. Уксах-чăлах пулсан та, шалкăм çапсан та инвалидсем сыввисен хушшинче çын пек пулас, ыттисенчен юлас мар туйăмпа пурăнаççĕ, – тет районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Николай Иванович Ендиеров. – Валериан Акимов шăпах çавăн пек хастарсенчен пĕри. Акă çав ялти Игорь Кузнецов, йывăр чирпе асапланнине пăхмасăрах, Сĕнтĕрвăрринчи професси училищине пĕтерчĕ. Халĕ килĕнче сĕтел-пукан, йывăçран ытти япала ăсталать. Хăш-пĕр хатĕрне республикăри конкурссене те тăрататпăр. Вĕсенче вăл кашнинчех хаклă призсене тивĕçет. Ярăславри Александр Мордвинов культурăпа çут ĕç училищинче библиотекаре вĕренет. Çĕнĕ Шăмăршă каччи Дмитрий Поляков çутă тĕнчене сулахай ал лапписĕр килнĕ. Кам калайĕ ыттисенчен кайра тесе! Уроксенче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна илет. Район центрĕнчи искусство шкулне çÿреме те ĕлкĕрет, художник пуласшăн. Ÿкерчĕксене курасчĕ сирĕн! Куçа илес килмест вĕт. Эпир вĕсене пухса кашни çулах Шупашкарти куравсене илсе каятпăр.