Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм вăя – выльăх апачĕ хатĕрлеме

07 июля 2010 г.

ТУНТИ КУН район администрацийĕнче иртнĕ канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев шăрăх та типĕ çанталăка пула республикăра, çавăн пекех районта та чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хуни çинчен пĕлтерчĕ.

«Хăрушлăх пысăк пулин те, çухалса кайма юрамасть, – терĕ В.П.Фадеев. – Паян пĕтĕм вăя выльăх апачĕ хатĕрлесси çине хумалла. Ăçта çулма май пур – çулса илмелле, путек милĕкĕ те хатĕрлемелле. Килти хуçалăхсенче ĕне выльăхсен йышне чакарас марччĕ.

Тырă пулманнипе те хăраса ÿкмелле мар: патшалăх запасĕсем чылай-ха. Лайăха, ыррине шанса пурăнар, район территорийĕнче лăпкă лару-тăру хуçалантăр».

Валерий Петрович вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Шкулсене, коммуналлă хуçалăха хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика