07 июля 2010 г.
ÇЕМЬЕ – общество ячейки, теççĕ. Ку – тĕрĕсех. Юратупа шанчăклăх çемье никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çирĕп те туслă çемьере ачасем тивĕçлĕ пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухаççĕ, обществăра хăйсен вырăнне тупаççĕ.
Патшалăх çемьесене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Паянхи кун тĕлне районти 1297 амăшĕ ачасемшĕн кашни уйăхрах пособи илсе тăрать. Пособисен суммисем тĕрлĕрен, вĕсем çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăшпа çыхăннă.
2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 144-мĕш Постановленийĕпе («Об установлении индекса-дефлятора для индексации государственных пособий гражданам, имеющим детей») килĕшÿллĕн, ача пособийĕсем 6 процент чухлĕ пысăкланаççĕ.
Районта 3 ачаллă çемьесем – 189, 4 ачаллă çемьесем – 14, 5 е ытларах ачаллă çемьесем – 5.
Сĕм-тăлăх ачасене хăйсен çемйисене усрава илнисем те пур. 16 ача 8 çемьере хăйсен кил ăшшине тупнă.
Вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă, 1,5 çул таранчченхи ачапа ларакан хĕрарăмсем – 186ăн. Çак йышра пĕрремĕш ача çуратнисем – 86ăн. Вĕсене патшалăх уйăхсерен 2060 тенкĕ пособи тÿлесе тăрать. 100 хĕрарăм иккĕмĕш е виççĕмĕш ачине пăхать. Вĕсем 1,5 çул таранчченхи ачашăн уйăхсерен 4,120 тенкĕ илеççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров çемье институчĕн çирĕплĕхне, пĕлтерĕшне пысăк тимлĕх уйăрать. Президентăн 2009 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче çемье институтне çирĕплетессинчи хушма мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа, 2010 çулхи майăн 28-мĕшĕнче «Чăваш Республикин патшалăх наградисем çинчен» саккуна хушăмсем кĕртесси çинчен» Чăваш Республикин саккунне йышăннă. Июлĕн 8-мĕшĕнче – Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче 50 е ытларах çул пĕрле пурăнакан, çирĕп те туслă çемье çавăрнă, хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ мăшăрсене «За любовь и верность» орденпа наградăлаççĕ. Çак кун пирĕн республикăри 15 çемьене сумлă орденпа чыслама палăртнă. Награда илме тăратнисен шутĕнче пирĕн районти туслă çемье те пур.
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай районти çемьесене уяв ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлать, яланах пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнма ырлăх-сывлăх сунать.