07 июля 2010 г.
«АЧАСЕМ, пĕрле пурăнăр, – тетчĕ пире кукамай. Пурин те килĕштерсе вылямалла пуль теттĕм пĕчĕк чухне. Çитĕнерехпе ăнлав анлăланчĕ: аякра-и, çывăхра-и эсĕ – тăванпа çыхăнăва çухатмалла мар, ачасен те пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла.
Кукамайпа кукаçи, Михаил Николаевичпа Александра Митрофановна Ефимовсем, Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса çитĕннĕ, çемье çавăрнă. Эпир, мăнукĕсем, çăва тухсан вĕсем патне хаваспах каяттăмăр. Кукамая ял-йыш хисеплесе Саня аппа тесе чĕнетчĕ. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче никама та сивĕ сăмах каласа курман. Ăна пуç тайса сывлăх сунмасăр иртсе каякан та пулман. Пире те çынсемпе кăмăллă, сăпайлă пулма хушатчĕ.
Кукамай çемьере улттăмĕш ача пулнă. Аслă тетĕшĕпе ашшĕ Тăван çĕршыва вăрçăра хÿтĕленĕ. Кируш кукка Смоленск хули çывăхĕнче пуç хунă, мăн кукаçи киле таврăнсан йывăр сурансене пула нумаях пурăнайман, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Кукамайăн ачалăхĕ пулманпа пĕрех, килти ĕçе вăл ир кÿлĕннĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕшĕн ăна темиçе хут та чысланă. Çителĕксĕр пурнăç вара малашлăх ĕмĕтне татнă. Çамрăклах вăл хуçалăхра аслисемпе тан ĕçленĕ: тырă вырнă, вăрман каснă, кĕçĕн йăмăкне ура çине тăратас тесе тăрăшнă. Мăшăрлансан хунямăшĕн йышлă çемйинче пурăнма тивнĕ. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл ÿстернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Хăй вĕренейменнипе ачисене те, пире те тăрăшса ăс пухма хистерĕ.
Паянхи кун кукамай чăннипех мухтанма пултарать: ачисем кăна мар, 10 мăнукĕ те аслă пĕлÿ илсе тĕрлĕ çĕрте ĕçлет – 3 офицер, 3 экономист, юрист, дизайнер, технолог, инженер... Вун пĕрмĕш мăнукĕ шкулта вĕренет.
Халĕ эпир тĕрлĕ çĕрте пурăнатпăр. Вăл пĕçернĕ тутлă çăкăра, кашăкпа катса çимелли турăха вара яланах аса илетĕп, ун пеккине эпĕ урăх ниçта та тутанса курман. Килте пире вăрататчĕç, кукамай патĕнче вара вĕри пĕлĕм шăршине туйса хамăрах тăраттăмăр. Çывăх çыннăмăр кукăль пĕçерме, ĕне юр-варĕнчен тĕрлĕ апат ăсталама ÿркенмест. Ырă кăмăллă вăл. Хăй пăхса ÿстернĕ пахча çимĕçе кÿршисене укçасăрах салатать.
Пире те тăрăшса, чунне парса пăхса ÿстерчĕ. Шел, халĕ ун патне тăтăшах çÿрейместпĕр. Çакăншăн каçаратех пуль тетпĕр. Çемьере хĕр çуралсан ăна кукамай ятне патăм. Тен, çавăнпах пĕрле чухне те, телефонпа та шăкăл-шăкăл калаçаççĕ.
Хаклă та юратнă çыннăмăр, тавах сана пире ăс парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, ырра вĕрентнĕшĕн.