10 июля 2010 г.
СĂНĔНЧЕ – хĕвел пайăрки пек çутă кăмăл, чĕлхинче – çу пек çемçе туйăм. Çак сăмахсене эпĕ Кивĕ Шăмăршăри Галина Васильевна Кудряшова почтальонка пирки калатăп. Çирĕм çул хушши килтен киле çÿресе хаçат-журнал, ытти корреспонденци валеçет вăл, кашни çынпах ăшшăн калаçма тăрăшать. Галина Васильевна килсе кайнă хыççăн кил-çурта савăнăç кĕнĕн туйăнать.
Почта ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр сана, хисеплĕ Галя! Яланах илемлĕ те хаваслă, çирĕп сывлăхлă пул, ĕçÿсем ăнса пыччĕр!