Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атăл хĕрне антăм та…

10 июля 2010 г.

Хаклă редакци! Шупашкар ГЭСĕнчи шыв управĕн шайне 68 метр таран çĕклес-шĕн тенине илтнĕччĕ. Çак ĕçе хăçан пуçăнасшăн-ши?

В.СТОЛЯРОВ, ĕç ветеранĕ.

Карапай Шăмăршă ялĕ.

Хăйĕн вăхăтĕнче Совет Союзĕнче чи пысăк стройкăсенчен пĕри шутланнă Шупашкар гидроузелĕ 1980 çулхи кĕркунне Атăл çинчи ГЭСсен ярăмне вĕçленĕ. Тепĕр çулах, çуркунне, шыв управĕн шайне 63 метра çити хăпартнă.

Европăри аслă юхан шыва пĕвеленĕ тата объекта хута янă çĕрте темиçе те пулса куртăм. Хăватлăскере пăхăнтарма пултарнинчен пĕрре тĕлĕнеттĕм, тепре хĕпĕртеттĕм. Нумай çул кĕтнĕ çутă ĕмĕт тинех пурнăçланчĕ тесе Чăваш Енри тата кÿршĕллĕ регионсенче пурăнакансем мĕн тери савăннине çырса кăтартма сăмах та çитес çук. Унтанпа виçĕ теçетке çула яхăн иртрĕ пулин те, ĕç пуçĕпех вĕçленнĕ тесе пăнчă лартма пултараймастпăр. Мĕншĕн тесен Шупашкар шыв управĕ паян та çав шайрах. Тĕрĕссипе, ăна тахçанах 68 метр таран çĕклемеллеччĕ. Атăл çыранĕсен сĕвеклĕ тата çынсем пурăнакан вырăнсене шыв илессипе çыхăннăран ку ыйтăва татса парасси вăраха тăсăлчĕ.

Юлашки çулсенче çĕршыв шайĕнче иртнĕ канашлусенче ун патне темиçе те таврăнчĕç. 2007 çулхи февраль уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ тĕл пулура шавлă калаçнине лайăх ас тăватăп. Пĕлтĕрхи январьте çĕршыври шыв пурлăхĕн агенствин ертÿçи Рустэм Хамитов пулса курчĕ, «РусГидро» АУО ĕçĕпе паллашрĕ.

2008 çулта «Шупашкар ГЭСĕ» АУО федерацин гидрогенераци компанийĕпе пĕрлешсе «РусГидро» общество пулса тăнă. Халĕ вăл тĕнчере шыв вăйĕнчен электроэнерги тăвакан чи вăйлă компанисенчен пĕри шутланать. Раççей рынокĕнче унăн тÿпи 15 процентпа танлашать. 18 гидроагрегат çĕршыври пĕрлĕхлĕ энерготытăма çулленех 2,1 мдрд яхăн квтч электроэнерги парса тăрать. Çав вăхăтрах проектпа пăхнă тулли хăватпа ĕçлейменрен кашни çулах 1,5 млрд квтч электроэнерги çухатать.

Мĕнлерех лару-тăру паян Шупашкар шыв управĕнче;

– Савăнмалли çук. Шыв пахалăхĕ япăх, – терĕ ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин шывпа усă курас пай пуçлăхĕ Ирина Андреева. – Санитари-эпидемиологи тата экологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтермест. Ăшăх лаптăк виçерен (15-20 проц.) ытларах – 31,5 процент йышăнать. Çавна май управ çулла ытлашшипех ăшăнать, шыв курăкĕсем (уйрăмах фитопланктонсем) вăйлă ĕрчеççĕ, шыв «чечекленет». Хĕлле вара сиенлĕ бактерисем кислорода «çисе яраççĕ» – пăр айĕнчи чĕр чунсен пурнăçĕ йывăрланать.

Шыв пахалăхне тĕрĕслессипе ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çине тăнипе мониторинг темиçе те ирттернĕ. Сиенлĕ хутăшсем виçерен иртнине палăртнă: йывăр металсем, 70 хими элеменчĕ, 100 органика пĕрлешĕвĕ...

Шыв управĕн шайне 68 метра çитерсен ăшăх лаптăк территорийĕ 20,7 процента çити чакать, Атăл тарăнланнă май шыв пахалăхĕ лайăхланать. Çав вăхăтрах çĕршыв электроэнерги ытларах туса кăларма тытăнĕ, Раççейĕн чылай регионĕн экологипе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕ. Пысăк лайнерсем ирĕклĕн çÿрĕç, пулă ытларах ĕрчĕ, пĕчĕкрех юхан шывсем тарăнланĕç, улăх-çаранра курăк вăйлăрах çитĕнĕ...

Апрель уйăхĕнче республикăна савăнăçлă хыпар çитрĕ. Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин çĕршыври Çут çанталăк, Ял хуçалăх, Энергетика, Регион министерствисемпе тата Чăваш Республикин Правительствипе килĕшсе татăлнă сĕнĕвне Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Владимир Путин ырланă. Апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче 600 номерлĕ Хушăва алă пуснă. Сăмах Шупашкар шыв управĕн шайне виçепе пăхнă 68 метр таран çĕклеме май пурри, çавна май кăçал «Атăл çинче Шупашкар ГЭСне тăвасси» документаци проектне хушăмсем кĕртессине хатĕрлесе çитересси пирки пырать.

Май уйăхĕнче «РусГидро» АУО правленийĕн председателĕ Евгений Дод Шупашкарта Николай Федоров Президентпа тĕл пулнă. Чăваш Енпа «РусГидро» АУО ÿлĕмрен те тачă çыхăнса ĕçлессипе, ĕçтешлĕх аталанăвĕн малашлăхĕпе, шыв управĕн шайне 68 метр таран çĕклессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика