Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камра-ши айăпĕ?

10 июля 2010 г.

РАЙОНТА çул çитмен çамрăксем саккуна пăснă тĕслĕхсем юлашки виçĕ çулта палăрмаллах чакнă ( 2007 çул – 18 тĕслĕх, 2008 çул – 7, 2009 çул – 6). Кăçалхи 5 уйăхра вара преступлени тăвасси пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 50 процент таран ÿснине палăртмалла. Çакна тĕпе хурса районти прокуратура çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекенсен ĕçĕсене тишкернĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕнче 17 çамрăк учетра тăрать, вĕсенчен 2-шĕ условнăй майпа айăпланнă, айăплавран суд йышăнăвĕпе 2-не ĕçлесе юсанмалла тунă, колонирен вăхăтсăр таврăннисем – 1, 14 çула çитменнисем – 1 (пĕлтĕр çак тапхăрта 4-ăн пулнă), преступлени тунисем – 6 (2), административлă айăплаврисем – 5-ĕн. Çавăн пекех учетра тăватă ачаллă çемье те тăрать. Саккуна пăсакансемпе тăтăшах калаçусем йĕркелеççĕ, вĕсем пурăнакан вырăна тĕрĕслеççĕ. Йывăр шăпаллă 24 çемье пирки административлă протокол çырнă. Çул çитмен çамрăксене спирт шĕвекне сутнине 2 тĕслĕх тупса палăртнă.

Аслисем çул çитмен çамрăксене хистесех йĕркене пăсма явăçтараççĕ. Хăйсемпе пĕрле эрех-сăра ĕçтереççĕ, пирус турттараççĕ. Кăçал РФ УКĕн 156 статйипе килĕшÿллĕн 1 преступлени тунине палăртнă.

Районти шкулсенче иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 1436 çемьерен 1814 ача вĕреннĕ. Вĕсенчен 39 ача шкулти учетра хăрушлăх кăтартма пултараканнисен шутĕнче тăрать. Вĕренекенсем хушшинче тăтăшах преступлени хăрушлăхĕсем, эрех-сăра, пирус-наркотик çинчен калаçусем йĕркелеççĕ. Апла пулсан та шкул ачисем мĕн çинчен итлесе ларнине часах манса каяççĕ, кукăр çул çине тăраççĕ. Кунта каласа хăвармах тивет: ашшĕ-амăшĕн те ачисене воспитани парас ĕç çине пысăкрах тимлĕх уйăрмалла, тĕпренчĕкĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăмалла.

Районти тĕп больницăра аташса кайнă, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене талăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче те йышăнса пулăшу параççĕ. Кăçал тĕп больницăна пĕр пĕчĕк ачана, амăшĕ йывăр чирлине пула илсе килнĕ. Халĕ ăна Улатăрти ача çуртне вырнаçтарнă. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксене кунта тĕрĕсленме илсе килеççĕ. Икĕ çамрăк наркотикпа айкашнипе айкашманнине пĕлме тăрăшнă, тĕрĕслев çамрăксене наркотик сиенлеменнине палăртнă.

Йывăр шăпаллă çемьесенче пурăнакан çул çитмен çамрăксем патне комисси членĕсем кайса вĕсем мĕнлерех пурăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Вĕсемпе калаçусем йĕркелеççĕ.

Районта 57 тăлăх ача пурăнать. Вĕсенчен 32-не опекунсем пăхаççĕ, 17-шĕ йышăннă çемьесенче пурăнать, 8-не усрава илнĕ. Вĕсемпе те тĕл пулусемпе калаçусем иртеççĕ.

Çул çитмен çамрăксен учетĕнче тăракан 5 çамрăк районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăнă. Вĕсенчен 2-не ĕçе вырнаçтарнă. Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центра пурĕ çул çитмен 238 çамрăк ĕç ыйтма пынă. Вĕсене пурне те вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме тăрăшнă: вăрçă ветеранĕсене пулăшнă, тирпей-илем тунă çĕрте ĕçленĕ.

Районти условнăй айăплава тĕрĕслекен 17 номерлĕ инспекцире çул çитмен 3 çамрăк учетра тăрать, вĕсенчен 1-и ĕçлесе юсанмалла тунăскер, 2-шĕ условнăй айăплав илнĕскерсем.

Районти прокуратура çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависемпе хÿтĕлекен комисси Федераци сакунне («Об основах системы профилактики безнадзорности и правонарушений несовершеннолетних») кирлĕ пек пурнăçламаннине палăртнă. Комисси хăйĕн палăртнă мероприятийĕсене вăхăтра йĕркелемест. Çавна пула, планпа ĕçлеменрен профилактика ĕçĕсем пулса иртмеççĕ.

Карапай Шăмăршă шкулĕнче вĕренекенсем каçхи вăхăтра палăртнă сехетчен кăна çÿреме юранине ăнлантарса паракан стенд пулман. Шкул компьютерĕсемпе ачасем Интернета кĕрсе курма юраман сайтсемпе, материалсемпе паллашма пултарнă.

Çитĕнекен ăрăва кирлĕ пек воспитани парассишĕн пурин те тăрăшмалла. Ачасене шкул партти хушшинче ларнă чухне преступлени, эрех-сăра, пирус-наркотик хăрушлăхĕ çинчен ăнлантармалла. Вĕсене çĕршыва кирлĕ çын пулма, тÿрĕ те таса чунлă çитĕнме вĕрентмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика