Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсене – амăшĕн капиталĕн сертификачĕсем

10 июля 2010 г.

АМĂШĔН капиталĕн сертификатне парасси районта малалла пырать. Шăмăршă районĕн Пенси фончĕн управленине амăшĕн капиталĕпе усă курас тĕллевпе 2010 çулхи майăн 1-мĕшĕччен тăратнă 18 заявление республикăри Пенси фончĕ туллин тивĕçтернĕ.

Çакнашкал заявленисене Пенси фондĕнче 2009 çултанпа, ача 3 çул тултарнă хыççăн, йышăнаççĕ.

Паянхи кун тĕлне районти Пенси фончĕн управленине тата 3 заявлени кĕнĕ, çемьесем ача амăшĕн капиталĕпе усă курса – вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 990 пин те 536 тенкĕпе танлашать – пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасшăн. Сăмах май, çурт-хваттер валли илнĕ кредитсене саплаштарас тĕллевпе районти Пенси фончĕн управленине 15 заявлени тăратнă (ача миçе тултарнине пăхмасăр).

Амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ хĕрарăмсен шучĕ çултан-çул ÿссех пырать. Паянхи кун тĕлне 300 ытла хĕрарăма çакнашкал сертификатпа тивĕçтернĕ. Амăшĕн капиталĕн сумми те пысăклансах пырать – 2010 çулхи январьтен вăл 343 пин те 378 тенкĕпе танлашать.

Ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн хĕрарăмсене сертификат парасси савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Район администрацийĕнче, ял поселенийĕсенче 40 çемьене сертификат панă. Амăшĕн капиталĕсем çемьесене сисĕмлĕ пулăшу парĕç.

Сертификат илессипе, унпа усă курассипе çыхăннă хуть мĕнле ыйтупа та Пенси фончĕн районти управленине 2-34-28 телефонпа шăнкăравлама сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика