10 июля 2010 г.
ПИРУС туртнин сиенĕ çинчен пĕлетпĕр пулсан та çак усал йăлана пăрахма васкамастпăр. Аслисемпе пĕртанах шкул парттисем хушшинче ларакан ачасем те çăварпа сăмсаран тĕтĕм кăларма васкаççĕ. Сигарет – ирĕклĕн сутма чарман пĕртен-пĕр наркотик. Унра 400 ытла ингридиент, хими компоненчĕн хутăшĕ (канцерогенсем, полони, сăмала, генсен улшăнăвне витĕм кÿрекен, клеткăсене аркатакан япаласем)...
Пирĕн корреспондент районти тĕп больницăри А.Анчунова врач-невропатологпа тĕл пулса пирус-сигарет сиенĕ пирки калаçнă.
– Августина Петровна, çĕр-шывра пурăнакан çынсен миçе проценчĕ туртнине статистика кăтартса парать-ши?
– Пирус сиенĕ çинчен пĕлеççĕ пулсан та паян Раççейре пурăнакансен 40 проценчĕ туртать: арçынсен – 61, хĕрарăмсен – 24 проценчĕ. Вĕсенчен çуррине яхăн кунне пĕр пачка таранах мăкăрлантарать.
– Пирус тĕтĕмĕ тĕрлĕ чир-чĕре ярать. Çавна пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса каякан хисепĕ те пысăк пулĕ?
– Пĕр сигарет этем ĕмĕрне 5-6 минут чухлĕ чакарать, туртакан çын кун-çулĕ ĕмĕр тăршшĕнче вăтамран вунă çула яхăн кĕскелет.
Чĕлĕм сĕрĕмне пула тĕрлĕ чир-чĕр вăй илсе аталанать, вĕсене пула Раççейре кашни çул 400-500 пин, тĕнчипе 4 миллион çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. Кашни пиллĕкмĕш вилĕм – çак наркăмăша пула.
– Туртакан çывăхĕнче тăракан çынна пирус тĕтĕмĕ сиенлемест-и?
– Туртакакансем хăйсене кăна мар, пĕрле пурăнакансен сывлăхне те хавшатаççĕ. Сигарет çăвара илсе курманнисем пирус сĕрĕмне вĕсенчен 15 процент чухлĕ çеç сахалрах çăтаççĕ.
– Августина Петровна, пирус пачки çине «легкий», «мягкий» тесе çырни вĕсенче сиенĕ сахалрах тенине пĕлтерет-и?
– Тĕрĕссипе вĕсем темиçе хут сиенлĕрех: унччен табак çулçисемпе çеç усă курнă пулсан, халĕ çÿппине те пăрахмаççĕ, йÿнерех тăвас тесе йăлтах вĕтетсе яраççĕ. Тĕрлĕ ароматизатор, соус хушаççĕ (вĕсене мĕн-мĕн кĕнине никам та пĕлмест) – унсăрăн вĕсене туртма май çук. Çамрăксене хăйсен серепине çаклатас тесе çапла хăтланаççĕ, хакне те юриех ÿстереççĕ.
– Пирус сиенĕ çинчен калаççĕ пулсан, мĕншĕн ăна туса кăларма, сутма чармаççĕ?
– Аталаннă çĕр-шывсенче пирус сиенĕ пирки, вăл сывлăха мĕнлерех хавшатнине ăнланаççĕ ĕнтĕ, туртакансен йышĕ çултан-çул чакса пырать. Çавна май табак продукцине туса кăларакан предприятисем хупăнас хăрушлăх патне çитнĕ. Наркăмăш сутса калама çук пысăк тупăша çухатас килменрен, ирĕксĕрех хăйсен таварне ытти çĕрте, ытларах Раççейре, сарма тăрăшаççĕ. Пирĕн çĕр-шывра вара пур япалана та хапăлласах йышăнаççĕ.
– Туртакансем çак сиенрен çăмăллăнах хăтăлаяççĕ-и?
– Унччен туртманнисен 8 проценчĕ çеç çак сиенлĕ йăларан хăтăлма пултарнă. Пирус – этеме хăйĕн чури тăвакан, унăн сывлăхне пĕтерекен наркотик. Пирĕн республикăра çулленех ултă пин çын ытла эрех-сăрана, виçĕ пин çын пирус сиенне пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса каять. Тахçан Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем пирус туртас енĕпе пуринчен те ирттеретчĕç. Кашни американец тенĕ пекех сигаретпа айкашнă пулсан халĕ унта пачах урăхла ÿкерчĕк: туртакансен йышĕ 20 процентран та сахалрах.
– Августина Петровна, районта пурăнакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
– Ахаль те çитсе пыман укçана тĕтĕме çавăрса сывлăша кăларса ан ярăр. Сывлăха упрамасан, ăна укçалла туянма май çуккине асра тытăр. Эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса пурнăçа кĕскетмесен те, эпир çĕр çинче хăнара çеç пурăнатпăр. Пурте сывлăхлă пулччăр, пурнăçа юратчĕр.