14 июля 2010 г.
Чăваш Республикин Правительство çуртне иртнĕ кĕçнерни кун Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев хăйĕн Халалĕнче: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ», – тенине кун-çул тĕллевĕ туса хунă мăшăрсем пухăнчĕç. Вĕсен ăшшипе, телейĕпе, чун илемĕпе çуталчĕ çак пысăк зал.
Çемье йăли-йĕркине çирĕплетессипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, халăха юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ, халăхра ят-сумлă, мăшăрлă пурнăçăн сукмакне çур ĕмĕр ытла пĕрле такăрланă аслă ăру çыннисене Чăваш Республикин патшалăх наградипе – «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕç.
Ятлă-сумлă, çур ĕмĕр ытла килĕштерсе пурăнакан çемьесем Чăваш çĕрĕнче 4,5 пин ытла. Вĕсенчен 11-шне Николай Васильевичпа унăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламларĕç. Телейлĕ мăшăрсене республика ертÿçи орденпа чысларĕ, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх тата иксĕлми телей сунчĕ.