14 июля 2010 г.
ТŸСМЕ çук шăрăх тăрать, çĕр пичĕ типсе-куштăркаса кайнă. Çăва тухнăранпа та çумăр курман тырă шитрен çÿллĕ ÿсеймерĕ, акнă курăксем те савăнтармаççĕ. Çĕр улми шăпи те хăратать: мĕн чухлĕ те пулин тухăç илейĕпĕр-ши;
Çакăн пек кăткăс лару-тăрура ял çыннин чунĕ уйрăмах ыратать. Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле хĕл каçармалла, утă-улăмне ăçтан тупмалла; Шел те, чĕрене лăплантармалли хурав пама питĕ йывăр. Çавах та чунпа хуçăлса ÿкер мар. Халăха выçлăх хăратмалла марри çинчен çĕр-шыв ертÿçисем шантарсах калаççĕ. Çăкăрлăх тырă саппасĕ çĕршыв пÿлмисенче темиçе çул валли те çитмелле. Хакне те ÿстерме памĕç.
Выльăх апатне вара хамăр вăйпа – ăçта май пур, çавăнта хатĕрлеме тăрăшмалла. Çырма-çатра хĕрринче, вăрман тăрăхĕсенче çавапа курăк çулма е путек милĕкĕ хатĕрлеме пулатех. Район ертÿçисем вăрманта утă çулмалли майсем те шыраççĕ, пушар хăрушлăхĕ кăштах чаксанах халăха вăрманта выльăх апачĕ хатĕрлеме ирĕк парĕç.
Йывăрлăхра çĕр-шыв пăрахмастех сана, ял çынни. Мĕнле пулсан та ĕне выльăхсен, качакасемпе сурăхсен йышне сыхласа хăварасчĕ. Сысна усрасан та какайсăр лармăпăр. Ăçта тата мĕнле май пур, выльăх çими хатĕрлесчĕ, унпа питĕ перекетлĕ усă курасчĕ. Манар мар: пирĕн халăх мĕнле йывăр çулсенче те ĕне усрама тăрăшнă, ĕнеллĕ çемье выçă ларман. Йышпа, халăхпа хуть те мĕнле йывăрлăха та тÿссе ирттерме пулать.
Ан хурлан, ял-йышăм, ырра ĕмĕтленсе пурăн. Çумăр çăватех!