Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлерĕмĕр тăрăшса, халь канатпăр савăнса

14 июля 2010 г.

Ĕçлерĕмĕр тăрăшса, халь канатпăр савăнса

ÇУЛЛАХИ кунсем – ырă кунсем! Анчах ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке вĕсем. Сисмерĕмĕр те, каникулăн пĕр уйăхĕ хыçа юлчĕ. Ăна эпир, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем, усăллă ирттерме тăрăшрăмăр. Вĕренÿ çулĕ пынă чухнех хамăр шкулта «Шемурша.ru» ĕç бригади йĕркелесси пирки калаçса татăлтăмăр. Унта аслă классенче вĕренекенсем çÿреме кăмăл тунине пĕлтерчĕç.

Хаваслă та хастар хĕрсемпе каччăсем каникулăн пĕрремĕш кунĕнченех ĕçе пикенчĕç. Вĕсен план тăрăх пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерме тиврĕ. Малтанах вăрманта Акатуй йĕркелекен вырăна туратсеме çÿп-çапран тасатрĕç. Çут çанталăк ытамĕнче тăрăшса ĕçлерĕç вĕсем. Çавăн пекех вуннăмĕш класс пĕтернисемшĕн Шăмăршă лесничествинче вăй хуни те пысăк пĕлте-рĕшлĕ пулчĕ. Çамрăк хыр хунавĕсене çум-курăкран тасатрĕç маттурсем. Паллах, вăрман вăрттăнлăхĕсемпе, унăн тĕлĕнтермĕшĕсемпе те паллашма тÿр килчĕ вĕсене.

Ĕç вăхăтĕнчи кану тапхăрĕсене вĕренекенсем вăйăсем выляса, юрăсем юрласа, шÿтсем каласа хаваслă ирттерчĕç.

Шкул çумĕнчи пахчара та сахал мар ĕç тупăнчĕ вĕсем валли. Вуннăмĕш класс пĕтернисем помидор лартрĕç, хăяр акрĕç, вĕсене шăварса, çум-курăкран тасатса тăчĕç. Маттур вĕренекенсен пахча çимĕçĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул столовăйĕнче курма пулатех ĕнтĕ. Хăйсем çитĕнтернĕ çимĕç тутлă пулĕ вĕсемшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика