14 июля 2010 г.
МĔН АВАЛТАН чăваш халăхĕ çĕр ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх усраса пурăннă. Нихăçан та хура ĕçрен ютшăнман. Мăн асаттесем-асаннесем ĕçрех савăннă, хуйхи-суйхине ĕçре пусарнă. Паян кун та чăваш çав йăлана пăрахмасть, çĕр çинче тар кăларса вăй-хурать: сухалать, акать... Çулталăкри ĕçсене пурне те вăхăтра туса пырать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.
Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче хастар та ĕçчен çынсем нумай. Аслисем те, çамрăксем те килти хушма хуçалăха аталантараççĕ. Мĕнле те пулсан укçа ĕçлесе тума тăрăшаççĕ.
Тĕп килтен уйрăлса тухнă Сергейпе Ирина Васильевсем те ял варринче кивĕ çурт туяннă. Кивĕрен çĕнĕ тума йывăр пулассине питĕ лайăх ăнланнă вĕсем. Паллах, çанă тавăрса пайтах вăй хумаллине те пĕлнĕ. Ĕçчен те пултаруллă çамрăксен çулне нимĕнле чăрмав та картлайман. Вĕсем иккĕшĕ те çĕнĕ йăва çавăрмашкăн укçа ĕçлесе тума тытăннă. Тенкĕ çумне тенкĕ хушса строительство материалĕсем туяннă. «Çамрăк çемье» программăпа патшалăхра субсиди те илнĕ. Çакă вара вĕсемшĕн тем пысăкăш пулăшу пулнă. Хуллен-ерипен Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче тепĕр çĕнĕ çурт çĕкленсе ларнă, яла илем кÿме пуçланă.
Выльăх усракан çыннăн сĕтелĕ яланах тулли. Çакна Васильевсем лайăх пĕлеççĕ. Ялта выльăхсăр пурăнакансем те çук-çке. Кашниех вăйĕ çитнĕ таран мĕн те пулсан усрама тăрăшать. Сергейпе Ирина та килти хушма хуçалăх тупăш кÿнине пĕлсе йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама тытăннă. Вĕсем халĕ кил картинче икĕ ĕне, вăкăрсем, пăрусем, икĕ сысна, кроликсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ. Çулсеренех вăкăр, сысна сутса самаях укçа тăваççĕ Васильевсем.
Кролик усракансем халĕ ялсенче шутлăн кăна юлнă. Ăна темшĕн тытма пăрахрĕç, кышласа шăтарса пĕтернĕрен вăрăм хăлхаллăскерсенчен писрĕç пулĕ. Васильевсене вара кроликсем киленĕç кăна кÿреççĕ. «Вĕсене ачашласа юратсан кăмăл-туйăм лайăхланать», – тет çамрăк мăшăр. Çитменнине тата кролик какайĕ усăллă та тутлă, тирĕ те паха. Тепĕр тесен, çимине те ытла нумай хатĕрлемелле мар. Лайăх пăхсан, кроликсем çулталăкра çĕр пуçран та иртсе каяççĕ.
Васильевсем патшалăхăн çăмăллăхлă кредичĕпе вите-хуралтă тума анлăн усă курнă. Ара, çамрăксене патшалăх пулăшăвĕсĕр ал-ура çавăрса яма çăмăлах мар-çке.
Çамрăк çемьен кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕ, икĕ хĕр пĕрчи ашшĕпе амăшне савăнăç парнелеççĕ. Вĕсен пурнăçĕ пахчари чечексем пекех илемлĕ пултăрччĕ.
Сергейпе Ирина Васильевсем малашне те килти хушма хуçалăха аталантарсах пырасшăн. Вĕсене ĕçре ăнăçу, килте килĕшÿпе юрату сунмалли кăна юлать.