Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ан вĕлер манна, аннеçĕм!»

14 июля 2010 г.

«Ан вĕлер манна, аннеçĕм!»

«АННЕÇĔМ, эпĕ санăн варăнта пилĕк эрне каялла кăна тĕвĕлентĕм. Эпĕ пурри çинчен эсĕ хальлĕхе пĕлейместĕн те. Анчах та, аннеçĕм, мана Турă вилĕмсĕр чун пачĕ ĕнтĕ. Акă, манăн пĕчĕк çеç чĕрем те тапма пуçларĕ!

Эпĕ пур! Эпĕ – пĕчĕкçĕ этем! Ах, мĕн тери лайăх мана анне варĕнче: ырă, ăшă, канлĕ. Каярахпа эпĕ çутă тĕнче те курăп.

Аннеçĕм, эпĕ – сап-сарă çÿçлĕ, кăн-кăвак куçлă хĕр ача пулăп. Эсĕ ман валли чи хитре ят шыраса тупăн. Çапла вĕт, анне!

Ах, аннем... Эпĕ çуралсан эсĕ мĕн тери савăнăн, мĕн тĕрлĕ хытă юратăн, ăшшăн ачашлăн мана.

Санăн кăкăрна ĕмнĕ чух куçусенчен ытараймасăр тинкерсе пăхăп, йăл-йăл кулса пĕчĕк аллăмпа ыталăп сана. Çак самантран пуçласа тĕнчере мĕн хакли, ырри пур – пĕтĕмпех санпа иксĕмĕршĕн пулĕç.

... Ах, чим-ха, мĕн пулчĕ сасартăк; Чĕрем тухса тарасла сиксе тапма пуçларĕ. Темле пысăк хăрушлăх чатăрĕ карăнчĕ ман тавра. Ах, мĕн тери ыратуллă хĕн-асап кĕтет мана. Хăй варĕнче эпĕ тĕвĕленни çинчен пĕлнĕ иккен анне... Çак хыпар ăна пĕрре те савăнç кÿмест иккен... Эпĕ аннене пачах та кирлĕ мар-мĕн, вăл манран май килнĕ таран хăвăртрах хăтăласшăн.

Чим-ха, мĕншĕн кирлĕ мар эпĕ сана, аннеçĕм; Мĕнпе айăплă пултăм-ши эпĕ сан умра;..

Аннеçĕм, ытарайми аннеçĕм... Манăн та ыттисем пекех хĕвел çутине курса, чăшăл-чăшăл çумăр çунине итлесе савăнас, шăпчăк юррипе киленес, тантăшăмсемпе пĕрле выляс килет-çке. Çуралма, çутă тĕнчене курма ирĕк парсамччĕ мана. Ан пĕтерсем манăн пурнăçăма, аннеçĕм. Мана вĕлерсе, хăвăн чунна ĕмĕр-ĕмĕр асапланма тамăка ярăн эсĕ, анне. Манăн пĕчĕк ÿтĕме кăларса пăрахни ним чухлĕ те телей кÿмĕ сана. Кунтан та ытларах – хăвăн сывлăху хавшаса юлĕ, чир-чĕр пуçланĕ, ĕмĕрĕпех асаплантарĕ.

Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм... Хĕрхенсемччĕ мана тархасшăн. кукăр сукмакран пăрăнсамччĕ, тарăннăн шутласа илсе, тĕрĕс çул çине тухсамччĕ!

Анне! Пĕтĕм чунтан-вартан йăлăнатăп сана: хальлĕхе кая юлман-ха – ан вĕлерсемччĕ мана!!!

Эх, анне... Çут тĕнче çутине кăтартмарăн мана, ăшшăн ыталаса илсе пуçăмран ачашламарăн. «Пĕчĕк чиперккеçĕм эсĕ манăн, ытарайми хĕр пĕрчийĕм...» темерĕн. Мĕншĕн;

Эсĕ мана скальпельпе пĕр шелсĕррĕн таткалаттарса вĕлерттертĕн, манăн айăпсăр юнăмпа хăвăн аллусене вараларăн, мăшкăлтăк витрине пăрахтартăн...

Ÿтĕм юлашкийĕсене йытăсем çисе ячĕç пулсан та, чунăм вилмерĕ манăн. Вилĕмсĕр чунăм куççульпе хÿхлет. Хама вĕлерттернĕшĕн сана нихăçан та каçараймăп эпĕ.

... Хăвăн çакнашкал кашни утăмушăн (тискер ĕçÿшĕн) Турă умĕнче ответ тытмаллине пĕлместĕн çав эсĕ.. Çуралайман, çут тĕнче кăтартайман хĕрсемпе ывăлсем малашне ан пулччăрах санăн. (Точка умĕн «анне» сăмаха лартаймастăп)».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика