Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна савăнăç кÿтĕр

17 июля 2010 г.

Хуть-хăш вăхăтра та, кирек мĕнле саманара та ĕç çыншăн пурнăçа тытса-йĕркелесе пыма пулăшакан тĕп пулăм пулнă. Ку вăл халĕ те çаплах.

Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачана пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстермелле. Ашшĕ-амăшĕпе юнашар килти хуçалăхра ĕçленĕ май, ача пĕчĕкренех йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхса ÿсет. Пурнăçланă ĕç результачĕ ăна савăнăç кÿме тытăнать. Хуть-хăш ĕç те çынна тупăш – ан тив, пысăк и вăл е пĕчĕк – кÿнине, вăл çын пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннине, ĕçсĕр пурăнма май çуккине ача пĕтĕм чун-чĕрипе ăнланма пуçлать.

Эпĕ ватă çын ĕнтĕ, часах 90 çул тултаратăп. Пĕр ĕмĕре яхăн каяллахи пурнăçра ялта ĕç мĕнлерех вырăн йышăнни, ачасем йывăр ĕçре еплерех пиçĕхсе ÿсни пирки те каласа парас килет. Иртнĕ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче кашни хресчен çемйине общинăран уйрăм çĕр лаптăкĕ (ят çĕрĕ) тивĕçнĕ. Кашни çемьерех ачасем йышлă пулнă. Ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен ачисемпе пĕрле çур аки тапхăрĕнчен пуçласа хура кĕркуннеченех уй-хирте, килти йĕтемре тар тăкнă. Лаша плугĕпе çĕр сухаласа ака тăвасси, паллах, кил хуçин – арçыннăн тивĕçĕ пулнă. Тырра çум курăкран тасатма, тĕпрен илсен, кил хуçин арăмĕпе ачасем хутшăннă. Утă çулма ачасем 13-14 çултах тытăннă. Алла çурла тытса тырă вырма вара 10 -11 çултах пуçланă. Тырă кĕлтисене çыхса сурата хывма пĕчĕкреххисем те хутшăннă. Лаша кÿлсе кĕлтесене йĕтеме ачасемех турттарнă. Çитĕннисем вара вĕсене тăкачпа çапса тĕшĕленĕ, сăвăрнă, кĕлете кĕртнĕ.

Çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсе кăларнă кун вара çемьешĕн чăн-чăн уяв пулнă. Амăшĕ кăпăшка çавра çăкăра каса-каса кашнинех пысăк чĕлĕсем панă. Çак кун тĕлне кил хуçи арăмĕ уйран уçланă, çĕрулми пĕçернĕ. Çăкăр чĕлли çине çу сĕрсе, çĕрулмине çăра уйранпа сыпса çини кашнинех пысăк киленÿ кÿнĕ. "Тырăпа çĕрулми ÿстернĕ çĕрте эсир те ÿркенмесĕр ĕçлерĕр, ачамсем тенĕ ашшĕ.– Ĕне валли утă тума та хутшăнтăр. Пахча-çимĕç те çителĕклĕ. Тар юхтарса ĕçлени тутлă çимĕçсемпе таврăннине нихăçан та ан манăр, ĕçе юратăр". Паллах, хăйсен аллипе çимĕçсем туса илни ачасене питĕ савăнтарнă. Тертлĕ ĕç пурлăх кÿнине, пурăнма май паракан пĕртен-пĕр çăл куç пулса тăнине те лайăх ăнланса ÿснĕ вĕсем.

Ят çĕрĕ çинче тыр-пулă ÿстерессин, выльăх-чĕрлĕх усрассин мелĕсене, вăрттăнлăхĕсене алла илесси ăруран ăрăва куçса пынă. Ыранхи кун еплерех пулассине хресчен халăх мелĕпе, çанталăкăн каçхи улшăнăвне шута илсе, пĕлсе тăнă. Виççĕллĕ е пиллĕклĕ краççын лампи çутипех (маларах – хăйă çутипе) арçынсем хĕллехи каçсенче çăпата тунă, вĕрен явнă, кил валли сĕтел-пукан ăсталанă. Хĕрарăмсем, хĕрсем çип арланă, чĕнтĕр, алса-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ.Çак ĕçсене те ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене пĕчĕкренех хăнăхтарнă. Ĕç пурне те савăнăç кÿрсе тăнă. Ĕç пурнăçа тупăштарса-саплаштарса тăма май паракан тĕп никĕс пулнине çемьери кашни çын лайăх ăнланнă.

Çапла майпа ачасем ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Кайран вĕсем нимле ĕçрен хăраман чăн-чăн ĕçченсем пулса çитĕннĕ. Кил хуçисем е вĕсен мăшăрĕсем пулса тăрсан, хăйсен ачисене те пĕчĕкренех ĕçчен те сăпайлă пулма вĕренсе ÿстернĕ.

Шел, иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенчен пуçласа, колхозсем йĕркеленнĕ хыççăн, "санăн та мар, манăн та мар, çав вăхăтрах пурин те" ăнлав хуçаланма тытăнсан тыр-пулă çитĕнтерессинче, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче ĕç хастарлăхĕ чакса пынă. Çакна çирĕплетсе хамăн пурнăçăмри (вăрçă умĕнхи) пĕр тĕслĕхе илсе кăтартам-ха. Тырă вырнă вăхăтра эпир 40-45 çулти арçынпа пĕрле кĕлтесен сурачĕсем çийĕн "майрапуç" туса çÿрерĕмĕр. Çак ĕçе кĕлтесем çине çумăр пĕрчисем тÿрĕрен ан ÿкчĕр тесе пурнăçланă. Хĕрсе ĕçленĕ хушăрах – хĕвел анасси инçеччĕ-ха – вăл çапла каларĕ: "Çитĕ паянлăха, Николай, начар мар ĕçлерĕмĕр паян". "Малалла ĕçлер-ха, – терĕм эпĕ. – Авă, хĕвел анăç та кăвакарать – ыран çумăр çума пултарать. Вăл вăрăма каяс хăрушлăх та пур..." "Пире мĕнле лайăх ĕçлесен те бригадир 1,5 ĕç кунĕнчен ытла çырса памасть", – терĕ те пĕрле ĕçлекен, килнелле таплаттарчĕ. Ун хыççăн манăн та сĕнкĕлтетме тиврĕ. Эпĕ шутланă пекех, тепĕр кун ирех çумăр чашлаттарма пуçларĕ. Пĕр чарăнми 3 кун çурĕ вăл. Мĕн чухлĕ тырă тăкăнмарĕ-ши ун чухне кĕлтесенчен. Кайран, çав арçынна тĕл пулсан, ăна хамăн пăшăрханăва пĕлтертĕм. "Ан кулян, Николай, колхоз вăл ялан вун çиччĕре", – терĕ вăл лăпкă чунпа.

Халĕ паянхи пурнăç патне таврăнар-ха, çемьери ĕç воспитанийĕ пирки калаçар. Питĕ шел, ачасене ĕçе хăнăхтарса ÿстересси пирки хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем тарăннăн шутламаççĕ. Килти хуçалăхри ĕçсенче вĕсем хăйсем кăна çаврăнаççĕ, ачисем çав хушăрах урамра чупса çÿреççĕ, е компьютер умĕнче выляса лараççĕ. Хăш-пĕр çамрăк çемьесенче пĕр ача çуратнипех çырлахаççĕ. Паллă ĕнтĕ, пĕртен-пĕр ача – çемьере чи хаклă çын. Ăна пурте юратаççĕ, тутлă апат çитерме тăрăшаççĕ, парнесем параççĕ. Ĕçлеттерме...шеллеççĕ. Кун пек ача наян, хăйне хăй кăна юратакан çын пулса çитĕнет. Вăл çитĕнсен пурнăçра хăйĕн вырăнне тупасси те иккĕленÿллĕ. Çемьере 2-3 ача пулни вара чылай меллĕрех. Вĕсене пĕрле выляма та, ĕçлеме те лайăх пулать. Пĕр-пĕрне пулăшас, теприн нушине ăнланас туйăм та пĕчĕкренех аталанать. Тутлă çимĕçсене пурне те пĕрешкел валеçнине те вĕсем ырласа йышăнаççĕ.

Калăпăр, ашшĕ кил умĕнче вутă çурать пулсан, арçын ачасене пуленккесене купалаттарса пымалла. Ашшĕне мунча хутнă вăхăтра та пулăшма пултараççĕ ачасем. Картишĕнчи тислĕке хырса тасатасси ачасен кулленхи тивĕçĕ пулмалла. Хĕрарăм килте кĕпе-тумтир çăвать, сĕтел-пукан çинчи тусана шăлать е тирĕк-кашăк çăвать пулсан, хĕр ачасен çак ĕçсенче амăшĕпе юнашар пулмалла. Хĕрачасене амăшĕсен апат пĕçерме-хатĕрлеме вĕрентмелле. Пахчара, паллах, пурин те пĕрле ĕçлемелле.

Ачасене ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкренех çак ĕçсене хăнăхтарсан, вĕсем кайран, çемье çавăрсан, лайăх кил хуçи е лайăх арăм пулса тăраççĕ.

Ĕçленĕ чухне ачан кăмăлне пăсмалла мар. "Кăна кун пек тумалла марччĕ, акă çапла тумаллаччĕ!" – тени ачан шухăшлавне, ĕçлес хастарлăхне пусарать. Çемьере çакнашкал лару-тăру хуçалансан, кайран, ача ÿссе çитĕнсен, вăл хăйĕн профессийĕпе ĕçленĕ чухне те ĕçре хастарлăх кăтартаймасть, йăнăшсем тăвасран хăрать. Ача япăх пахалăхпа ĕçлет пулсан, юнашар тăрса ĕçлемелле, сасса хăпартмасăр ăнлантармалла. Малалла вара ача хăех ку ĕçе мĕнле майпа лайăхрах тума пулать-ши, тесе шухăшлама тытăнать. Лайăхрах ĕçлес туртăм унра ĕмĕрлĕхе юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика