Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав сăмахĕ – чун эмелĕ

17 июля 2010 г.

ПУРНĂÇА йĕркеллĕ, лайăх пурăнса ирттерес тесен чун-чĕрепе таса та ырă пулмалла. Ним çукшăнах çынпа вăрçăнмалла мар, кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнмалла. Инкеке лекнĕ çынна пулăшма, хуйхă-суйха путнине ăшă сăмахпа лăплантарма пĕлмелле. Паллах, ĕçрен хăраса пурăнмалла мар. Ĕç кăна çынна илем кÿрет, вăй-хал хушать.

Çак асăннă сăмахсем пурте Анат Чаткасра çуралнă (халĕ Шăмăршăра пурăнать) В.Убасев пирки тесе ним иккĕленмесĕр калама пулать. Василий Михайловичăн (вăл çак кунсенче 80 çул тултарать) ачалăхĕ çăмăл килмен. Ăна пурнăçăн хура-шурне пайтах курма тÿр килнĕ. Пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ вăл. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман, аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ. Ачалăхĕ хăрушă вăрçă çулĕсенче иртнĕскерĕн, темĕн те чăтса ирттерме тивнĕ.

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 5 çул хушши Лăпкă океан флотĕнче службăра тăнă. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн В.Убасев нумай çул хушши Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă, лайăх ĕçлекенсен шутĕнче пулнă. Çавăн пекех вăл районти строительство организацийĕнче (СМУ), райпо тытăмĕнчи пекарьнăра та ĕçленĕ. Ĕçе хăнăхнă аллисем ахаль тăма пултарайман унăн.

Ĕçчен каччă Тутар Республикине кĕрекен Хурăнвар Шăхаль хĕрĕпе Лидăпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вĕсем тăватă хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Пурне те çĕр-шыва юрăхлă çын тума тăрăшнă, вĕсене кирлĕ пек воспитани панă. Ачисем ашшĕпе амăшĕн шанчăкне тÿрре кăларнă, пиллĕкĕшĕ те аслă шкулсенче вĕренсе педагог профессине алла илнĕ. Çакă чăннипех те чунтанах савăнтарать Василий Михайловичпа Лидия Григорьевнăна. Мăнуксем те савăнăç парнелеççĕ ватăсене, вĕсем – саккăрăн. Мăнукĕсен икĕ ачи те куç тулли телей кÿреççĕ.

В.Убасев, 80 çула çитсе пырать пулсан та, халĕ те вĕллесем тытать. Мăшăрĕпе хăтлă çуртра шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр пысăк инкек пулнăран вĕсен кил картишĕ выльăхран «тăлăха» юлнă.

Ачисемпе мăнукĕсем ватăсене килсе пулăшсах тăраççĕ. Ĕçпе кăна мар, ăшă сăмахпа та ашшĕ-амăшĕн, кукаçей-кукамăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн чун-чĕрине ăшăтаççĕ. Василий Михайловичăн 80 çулхи юбилейне вĕсем пысăк кĕрекере хаваслă юрăсем юрласа, тав сăмахĕсем каласа кĕтсе илеççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Ачасен тав сăмахĕнчен ытлашши тата мĕнех кирлĕ ĕнтĕ ватăсене;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика