Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

21 июля 2010 г.

ТУНТИ КУН – июлĕн 19-мĕшĕнче – Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 36-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ун ĕçне, депутатсемсĕр пуçне, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа – иккĕмĕш суйлаври Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ суйлавне ирттересси çинчен – депутатсем район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Л.Н.Портнова пĕлтернине итленĕ. Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене суйласси çинчен» Саккунĕн 5-мĕш статйипе, Шăмăршă район Уставĕн 12-мĕш статйипе никĕсленсе район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ иккĕмĕш суйлаври Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен суйлавне 2010 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.

«Шăмăршă районĕн 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсем çинчен» ыйтупа ларура район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова туса панă доклада сÿтсе явса, депутатсем çак кăтартусене шута илнĕ.

Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйтăва пăхса тухса, депатутсем Шăмăршă районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи хăш-пĕр пурлăха ял поселенийĕсен харпăрлăхне парасси çинчен йышăну кăларнă.

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕн ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов хутшăннă. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту тăрăх В.П.Фадеев сăмах тухса каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика