Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă кăмăллă, пултаруллă

21 июля 2010 г.

Ăшă кăмăллă, пултаруллă

Февраль-март уйăхĕсенче иртнĕ "Çулталăкри учитель – 2010" конкурсра – ăна Учительсен çулталăкне халалланă – районти 10 шкулти 12 педагог вăй виçрĕ.

Вĕсен хушшинче Виçпÿрт Шăмăршăпа Пуянкасси тĕп шкулĕсен математикăпа физика учителĕ А. Н. Ульянова та пулчĕ. Антонина Николаевна конкурсăн 3 тапхăрĕнче те творчествăлла пуçарулăхпа, методикăлла пултарулăхпа палăрчĕ. Конкурс итогĕсем тăрăх вăл иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева ăна Шăмăршă вăтам шкулĕн актовăй залĕнче – финалистсем унта ăмăртрĕç – сумлă Диплом парса чысларĕ.

Антонина Савельева (хĕр чухнехи хушамачĕ) тăван ялти – Виçпÿрт Шăмăршăри 8 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ чухнех математикăпа физика предмечĕсене питĕ килĕштернĕ, вĕсемпе яланах "5" паллăсем кăна илсе пынă. Ку енĕпе унăн Турă пани те пулнă. Ашшĕн тетĕшĕпе аппăшĕ – Иванпа Нина Савельевсем – математика учителĕнче вăй хунă, хăйсен ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ.

Хăйĕн çывăх тăванĕсен тата юратнă учителĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса Антонина Савельева та математикăпа физика учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 1979 çулта Шăмăршăри вăтам шкулта аттестат илсен вăл хăйĕн докуменчĕсене Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса Тоня пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăнă.

Институтра вĕреннĕ çулсем сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 1984 çулта учитель дипломне илсен Антонина Николаевна тăван ялти – Виçпÿрт Шăмăршăри 8 çул вĕренмелли шкулта учитель биографине пуçланă, ачасене математикăпа физика вĕрентнĕ. Юратнă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă çамрăк учительница, ачасене çирĕп пĕлÿ парассишĕн вăй-халне шеллемен.

3 çултан, Шăмăршă ялне пурăнма куçсан, районти халăха вĕрентес ĕç пайĕнче методистра тăрăшнă. 1992 – 2006 çулсенче вара Энĕрьелĕнчи пуçламăш шкулта ĕçленĕ. Пĕчĕккисене лайăх воспитани, тарăн пĕлÿ пама тăрăшнăшăн Антонина Николаевнăна 2004 çулта Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

2006 çултанпа А.Н.Ульянова Виçпÿрт Шăмăршă тата Пуянкасси шкулĕсенче ачасене математикăпа тата физикăпа вĕрентет.

– Пĕчĕккисемпе ĕçлеме юрататтăм эпĕ, – каласа парать Антонина Николаевна. – Çапах та математикăпа физикăна вĕрентме ытларах килĕшет. Ачасем йывăр задачăсен ответне шутласа тупсан вĕсемпе пĕрле савăнатăп.

А.Н.Ульянова хăйĕн урокĕсенче компьютер технологийĕсемпе анлăн усă курать. Ку вăл ачасене урок материалне лайăхрах астуса юлма, предмет интересне ÿстерме май парать. Пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçлессине, вĕсене предмета тарăнрах вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăрать.

А.Н.Ульянован вĕренекенĕсем олимпиадăсене те хастар хутшăнаççĕ. "Кенгуру", Авангард" олимпиадăсенче Дипломсене тивĕçнисем те пур. Хуласем хушшинчи математика турнирĕнче Анатолий Савельев 2 хутчен Тав çырăвне тивĕçнĕ. Мария Семеновăпа Анатолий Савельев 2009 çулта районти математика олимпиадинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Мария Семенова кăçал та призерсен шутне кĕнĕ.

Антонина Николаевна – 4 ача амăшĕ. 3 ывăлĕ те çар службинче пулнă.Асли, Саша, çемьеллĕ ĕнтĕ, инженер-электронщик пулса ĕçлет. Кĕçĕнни, Катя, кăçал Шăмăршă вăтам шкулĕнче 6 класс пĕтернĕ. Çемье çулталăк çурă каялла Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр хĕрачана усрава илнĕ. Юля халĕ 3 класс пĕтернĕ.

Пултаруллă учительницăна, пурне те ырă сунакан ăшă кăмăллă хĕрарăма, нумай ачаллă амăшне вĕрентÿ ĕçĕнче малашне те ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика