24 июля 2010 г.
КĔÇНЕРНИ КУН – июлĕн 22-мĕшĕнче – Шăмăршăра «Единая Россия» политика партийĕн Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕн черетсĕр конференцийĕ пулса иртнĕ, ăна председатель пулса партин вырăнти Политканашĕн секретарĕ, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пынă.
Конференци пăхса тухнă 8 ыйту та кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнче пулакан вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕпе çыхăннă. Пĕрремĕш ыйтупа пĕр мандатлă суйлав округĕсем тăрăх Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсене суйлама кандидатсем, иккĕмĕш ыйтупа пĕр мандатлă суйлав округĕсем тăрăх ял поселенийĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлама кандидатсем, виççĕмĕш ыйтупа ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пулма кандидатсем тăратассине пăхса тухнă. Вăрттăн сасăласа, делегатсем «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕсем тăратнă кандидатсен списокĕсене çирĕплетнĕ.
Кун йĕркинчи тăваттăмĕш ыйтупа конференци «Единая Россия» политика партийĕн районти вырăнти уйрăмĕн суйлав умĕнхи программин проектне сÿтсе явса çирĕплетнĕ.
Конференцире çавăн пекех «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕнчен суйлав ĕçне хутшăнма уполномоченнăй представительсен списокне çирĕплетсе хăварнă, ытти ыйтусене пăхса тухнă.
«Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн черетсĕр конференцийĕн малалли пайне Уставпа килĕшÿллĕн ирттерме йышăннă.
Конференци ĕçне «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн представителĕ Т.В.Камаева, «Единая Россия» партин Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕн членĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов хутшăннă.