24 июля 2010 г.
1. ПРОМЫШЛЕННОÇ
КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта районти предприятисем 5959 пин тенкĕлĕх е пĕлтĕрхи çак тапхăрти шайран 116,6 процент нумайрах промышленноç продукцийĕ туса кăларнă.
Уйрăммăн илсен, «Чувашский лесхоз» ГУПăн Шăмăршăри участокĕ 2396,4 пин тенкĕлĕх (163,3:) продукци туса кăларнă (518 кубометр пиломатериал, 112 кубометр çурнă заготовкăсем, 15,4 кубометр урай хăми, 34,5 кубометр чÿрече блокĕпе 33,11 кубометр алăк блокĕ).
«Агросервис» ООО 630 пин тенкĕлĕх çăнăх авăртса хатĕрленĕ (100,2:). Пурĕ 140 тонна ыраш çăнăхĕ авăртнă.
«Саид» ООО 1145 пин тенкĕлĕх пиломатериал (100:) туса кăларнă.
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ 667 пин тенкĕлĕх (149,7:) пичет продукцийĕ хатĕрленĕ.
Шел пулин те, пĕрремĕш çур çул планĕсене пурнăçлайман предприятисем те пур. «Шемуршинсксельэнерго» ЗАО 564 пин тенкĕлĕх (80,9:) çеç ĕç тунă, пĕрремĕш çур çул планне 77,3: анчах пурнăçланă.
«Корчаков Л.В.» ИП пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 22,5: сахалрах çăкăр-булка изделийĕсем туса кăларнă.
2. ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
МĔН ПУР категорири хуçалăхсем 1354 тонна аш-какай (102:), 9053 тонна сĕт (106:) туса илнĕ. Çав шутра килти хушма хуçалăхсем – 1099 тонна аш-какайпа 6982 тонна сĕт, фермер хуçалăхĕсем – 73 тонна аш-какай, 623 тонна сĕт.
Пĕрремĕш çур çулта килти хушма хуçалăха аталантарма 246 çемье патшалăхран 39155 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.
3. СТРОИТЕЛЬСТВО
КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта строительство ĕçĕсенче мĕн пур çăл куçсенчи 112,086 миллион тенкĕ укçапа усă курнă, çав шутра çулсем тума тата юсама 4776,29 пин тенкĕ, харпăр-хăй вăйĕпе çурт-йĕр лартма (6132 тăваткал метр) 107310 пин тенкĕ укçа тăкакланă.