24 июля 2010 г.
Кăçал çанталăк шăрăх пулнипе ялсем çумĕнчи çырмасемпе кÿлĕсем типсе ларчĕç. Çавна май пушарсем алхасас хăрушлăх пысăкланчĕ. Вут-çулăм тухас пулсан (кун пеккинчен Турă сыхлатăрах!) пушара сÿнтерме çав тери йывăр пулать. Çавна май ял урамĕсенче пичкесене, емкоçсене шыв тултарса лартма тăрăшасчĕ.
Кунта тÿрех ыйту тухса тăрать: вĕсене ăçтан тупмалла-ха; Çак ыйтăва тăрăшсан, çине тăрсан татса пама пулатех иккен; Акă сăмахран, Карапай Шăмăршăра Олег Хлюкин фермер ял поселенийĕ валли 10 тонна кĕрекен емкоç уйăрса пачĕ. Ăна Çĕнĕ Тăрăн ялĕн варрине вырнаçтарнă, шывпа тултарнă. Шыв турттарса килме Карапай Шăмăршăри "Слава" фермер хуçалăхĕн ертуçи Александр Денисов пулăшать.
Карапай Шăмăршăра та ку çивĕч ыйтăва татса панă ĕнтĕ. Çак кунсенче Калинин, Советская, Победа тата ытти урамсенче те емкоçсене шыв тултарса лартнă. Мĕнле калас, сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ.
Кунсăр пуçне, Василий Елисеев, Александр Иванов, Михаил Алексеев фермерсен хуçалăхĕсенче те вырăнтан вырăна куçарса çÿремелли емкоçсем шывпа лараççĕ. Инкек тухас-тăвас пулсан, вĕсемпе талăкăн хуть хăш сехетĕнче те вырăна тухса кайма, пушара сÿнтермешкĕн пулăшма пулать.
Çак ырă ĕçсене пĕтĕмпех Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов йĕркелерĕ. Унăн ырă пуçарăвне ытти ялсенчи пуçлăхсем те ырласа йышăнасса, пушартан сыхланмалли çак мерăсене йышăнасса шанатпăр.
Статьяна вĕçленĕ май, çакна та каласа хăварас килет. Çанталăк шăрăх тăнипе хальхи вăхăтра кил-çурт таврашĕнче нимле çуп-çапа та çунтарма юрамасть. Кил-çурт çывăхĕнче пирус тĕпне сÿнтермесĕр пăрахни те пысăк инкек кÿме пултарать.
Унчченхи ырă йăлана – çĕрле кас хуралĕсем тăратассине йĕркелесе яни те вырăнлă пулмалла. Вут-çулăм тухас пулсан, хуралти çынсем инкек пирки тÿрех пушар чаçне пĕлтерĕччĕç. Çавна май, пушар машинисем инкек вырăнне хăвăртрах çитĕччĕç, инкеке ытлашши сарăлма памĕччĕç. Пĕрлех, чан çапса вăратсан ял çыннисем те пушара пысăк йышпа тухса сÿнтерме пулăшĕччĕç.