24 июля 2010 г.
ЧЕРЕТПЕ кĕтÿ кĕтетпĕр. Шăрăх! Курăк та ĕнсе-типсе кайнă, улăхри чечексем те пуçĕсене уснă.
Чăтма çук ĕçес килет. Эх, ăçта-ши пĕр сыпкăм сивĕ шыв; Пăчăрлă çырми те, ун хĕрринчи çăл куçсем те типрĕç-çке кăçал.
Шыв шыраса Пăчăрлă Пашьел еннех çитрĕм. Тип çырмаран хăпарнă чух шăнкăр-шăнкăр сасă илтрĕм. Çук, туй шăнкăравĕн сасси мар, чĕр кĕмĕл пек çутă шывлă çăл куç сасси пулчĕ ку.
«Сивĕ çăл», – теççĕ ăна пашьелсем. Ял поселенийĕн администрацийĕ (пуçлăхĕ – В.Д.Матвеев) тăрăшнипе, çăла йывăç пура ăшне илнĕ, çумĕнчех пĕчĕк сак та пур. Йĕри-тавра – тирпейлĕ, сывлăш та кунта чылай уçăрах.
Эх, çакăн пек илемлĕ те кăмăллă кану вырăнĕсем кашни ялтах пулсанччĕ!
«Çут хĕвел, ват сухаç евĕр,
Çăл куçран ĕçет шывне», – тенĕччĕ хăйĕн пĕр сăввинче И.Саландаев журналист. Эпĕ те пура çумне ятарласа хунă куркаран тăраничченех сивĕ шыв ĕçрĕм, хампа пĕрле илсе килнĕ савăта та тултартăм. Ырă ĕç тăвакансене, тăван çут çанталăкшăн тăрăшакансене чĕререн тав турăм.