28 июля 2010 г.
Кивĕ Чукал ялĕ хамăр районта çеç мар, республикăра та вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йышĕпе малти вырăнта тăрать пулĕ. Кунта 80 çултан иртнисем – вăтăр тăваттăн. Вăрманăн сиплĕ сывлăшĕ, ĕмĕр тăршшĕпе вăй-хал ĕçĕнче тăрăшни сывлăха çирĕплетеççех ĕнтĕ.
Арçынсенчен чи асли – 1919 çулта çуралнă вăрçăпа ĕç ветеранĕ Н.И.Денисов. Хĕрарăмсем хушшинче 1912 çулта çуралнă А.А.Шикина аслă. М.М.Борзова вара 1916 çулта çут тĕнчене килнĕ.
Тăхăрвун саккăрти Анисия Андреевна Шикинапа тĕл пулса калаçрăм. Кăçалхи пек шăрăх та типĕ çанталăк халиччен хăçан пулнине вăл та астумасть. Çапах та чунпа хуçăлман ĕç ветеранĕ: калаçать-шÿтлет, юрлама та ăста.
А. Чурбанов, ĕç ветеранĕ.
Вадим Ларшников – çĕрмĕш!
Кивĕ Шăмăршăри Андрейпе Наталья Ларшниковсен çемйинче çак кунсенче ывăл ача çуралнă, ăна Вадим ят панă. Вадим Ларшников – кăçал районта çуралнă 100-мĕш ача.
Ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна Андрея панă май, районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е.Н.Федорова телейлĕ ашшĕне чун-чĕререн саламланă.
А.ПЕТРОВА.
Депутат тăрăшнипе
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Максимов тÿрремĕнех тăрăшнипе, Çĕнĕ Шăмăршăри Чĕр юп çырмине пĕвелерĕç. Ĕçе йĕркелесе яма Шăмăршă ялĕнчи Николай Удин та пулăшрĕ. Пĕве пурри ял çыннисен выльăхĕсемшĕн питĕ лайăх, çавăнпа та ырă çынсене ял-йыш чĕререн тав тăвать.
Н.СТЕФИНОВ, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн старости.
Лайăх канаççĕ, сывлăха тĕреклетеççĕ
ИРТНĔ кунсенче районти япăхрах пурнăçпа пурăнакан çемьесенчи вун виçĕ ача республикăри «Салют» сывлăх лагерĕнче канма пуçларĕ.
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайран пĕлтернĕ тăрăх, тăваттăмĕш сменăра Шупашкарти «Чайка» тата Çĕрпÿри «Звездный» лагерьсенче те канма май пур. Вĕсенче 14 çултан пуçласа 17 çула çитичченхисем икĕ заездпа вуншар кун канĕç.
В.АНТОНОВ.
Çĕленсем... ялта
КИВĔ Шăмăршăра пурăнакан Иван Семенов, кил картинче ĕçленĕ чух, çур метр тăршшĕ хура çĕлене асăрхать. Çапма патак е хулă шыранă хушăра çĕлен сарайне шуса кĕрсе çухалать.
Çĕленсене Пăчăрлă Пашьел, Асанкасси, Чукал ялĕсенче пурăнакансем те курнă. Мĕн сăлтавпа вăрмантан яла куçса килнĕ-ха вĕсем; Ахăртнех, шăрăхпа типĕ хăваланă. Ялта çерçи çеç мар, çĕлен те выçă вилмĕ.
А.ГРИГОРЬЕВ.