Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан илĕрттĕр кукăр çул

28 июля 2010 г.

ПРЕСТУПЛЕНИСЕМПЕ кĕрешессинче организацилле-практикăлла мероприятисене пĕр тикĕс пурнăçласа пынă май, 2010 çулăн пĕрремĕн çур çулĕнче районти оперативлă лару-тăрăва тимлĕхре тытнă.

Кăçал январь-июнь уйăхĕсенче пурĕ 134 преступление регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 115). Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, кăçал район территорийĕнче преступлени тăвасси 16,5 процент ÿснĕ. Çав хушăрах, преступленисен 95,7 процентне уçса панă. Ку вăл – республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри.

Уйрăммăн илсен, çын сывлăхне юриех пысăк сиен кÿресси, çын çине алă çĕклесси, ултавлă тата хулиганла ĕç тăвасси, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упрасси, экономика преступленийĕсем тăвасси, çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем саккуна хирĕçле çул çине тăрасси ÿснĕ. Вĕлерессипе хăратасси, ÿсĕр çынсем кукăр çул çине тухасси чакнă. Çын сывлăхне вăтам шайри сурансем кÿресси, ют пурлха вăрласси, хваттер çаратасси, хурах пусасси (грабеж), наркотиксемпе çыхăннă преступлени тăвасси, взятка илесси пĕр шайрах юлнă.

Çын çине алă çĕкленĕ фактсемпе яланах тимлĕн ĕçлесе пыратпăр. Аллине ирĕке янă çынна вăхăтра тупса палăртмасан, ăна тивĕçлипе айăпламасан, вăл тата йывăртарах преступлени туса хума пултарать. Кăçал çур çулта РФ УКĕн 115 тата 116 статйисем тăрăх 37 çын пирки уголовнăй ĕç пуçарнă, айăплисем суд сакки çине ларнă.

Сотовăй телефонсемпе çыхăннă, вĕсене вăрланă е ултавлă майпа хăйсен тума пăхнă фактсем тăтăшах пулаççĕ. Июнь уйăхĕнче кăна çакнашкал 2 уголовнăй ĕç пуçарма тиврĕ. Кĕсье телефонне ялан хăвăрпа пĕрле илсе çÿреме сĕнетпĕр. Ăна сумкăра хăварсан вăрăсем куç хывма пултараççĕ.

Вĕлерессипе хăратасси нихăçан та ырри патне илсе пымасть. Çак хăрушă сăмаха çăвартан кăларнă çын тарăхнă-çилленнĕ вăхăтра тепрехинче чăнах та хăрушă ĕç туса хума пултарать. Телее, кăçал 119 статьяпа уголовнăй ĕç пуçарасси 3 хут чакрĕ – кунашкал икĕ факта регистрациленĕ. Вĕлерессипе хăратнă фактсенчен пĕри хĕрарăмпа çыхăннă. Пĕр хĕрарăм теприне карланкăран ярса тытса силленĕ, вĕлерессипе хăратнă.

Статьяна вĕçленĕ май, пурне те лăпкăн, саккунсемпе килĕшÿллĕн пурăнма сĕнетĕп. Кукăр çул çине тухсан, айăплавсăр юлас шанăç çукпа пĕрех. Преступленисене тăрă шыв çине кăларасси районта çÿллĕ шайра тăнине маларах асăнтăм ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика