28 июля 2010 г.
КĂÇАЛХИ çур çулта район территорийĕнче аварисем тăвасси чакнă. Сăмахран, пĕлтĕр январь-июнь уйăхĕсенче 7 аварие регистрациленĕ, кăçал çак тапхăрта – 4.
Çул-йĕр правилисене тĕрлĕ майпа пăсакан водительсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Кăçал 6 уйăхра район территорийĕнче пурĕ 5246 водителе тытса чарнă, вĕсенчен 83-шĕ руль умĕнче ÿсĕр пулнă.
Эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн руль умне ларакансем хăйсен тата ыттисен пурнăçĕ умне хрушлăх кăларса тăратнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Шел, хăш-пĕр водительсем кун пирки манаççĕ. Пысăк инкек пулса иртнĕ хыççăн ăнланаççĕ те... чавса çывăх та – çыртма çук. Теприсем вара ăнланма та ĕлкĕреймеççĕ – аварире пурнăçран уйрăлаççĕ. Кун пирки нумай калаçатпăр, çыратпăр, руль умне лариччен эрех-сăра ĕçнисен шучĕ вара чакмасть...
Халĕ, çу кунĕсенче, ачасем урамра йышлăн выляççĕ. Хăш-пĕрисем вара çул варринчех вăйă пуçлаççĕ. Ку вăл инкек патне илсе пыма пултарнине ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене ăнлантарсах тăмалла. Водительсене те урампа пынă чух тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр, хăвăртлăха ытлашши ÿстермелле мар.
Ачасене велосипедпа çула тухнă чухне асăрхануллă пулмалли пирки те аса илтеретпĕр. Автомашинăсем çÿрекен çул çине тухма юрамасть, ун айккипе е тротуарпа кăна ярăнса каймалла. Тепĕр чухне шкул çулне çитмен ачасем те çул варрипех пĕчĕк велосипедпа ярăнса çÿренине курма пулать. Ирĕксĕрех ыйту сиксе тухать: ашшĕ-амăшĕ е асламăшĕ-кукамăшĕ ăçта пăхать; Инкек тухас-тăвас пулсан (кун пекки ан пултăрах!) кам айăплă пулса юлать;
Çул урлă каçнă чухне икĕ айккине те пăхса илмелли, çывăхра транспорт килнине курсан тăхтаса тăмалли пирки те аса илтерсех тăрасчĕ ачасене. Вĕсене ăнлантарса-асăрхаттарса тăни инкеке сирме пулăшĕ.